Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшса ăс-тăн парать кунсерен

04 октября 2008 г.

Вĕрентекен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Ачасене пурнăçра яланах ырăлăх патне ăнтăлма чĕнекен професси тесен те йăнăш пулмĕ ăна. Учитель сăнарĕ кашни çыннăн ĕмĕрлĕх асĕнче юлать. Çавăнпа унăн чăн-чăн тĕслĕх пулмалла. Акă, парта хушшинчен тухни çирĕм çул иртрĕ пулин те Первомайскинчи вăтам шкулти класс ертÿçи пулнă Зинаида Павловна Шагулова вĕрентсе каланисем халĕ те асрах.

Нихăçан та унран тискер сасăпа сурчăка сирпĕтсе вăрçнине илтмен. Вăл каланă сăмахсем пирĕншĕн саккун пулнă. Шăпах çакăн пек хăйĕн ĕçне чунтан парăннă вĕрентекенсене юлашки çулсенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ те тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Раççейри 2008 çулхи «Чи лайăх учитель» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх пирĕн районти виçĕ вĕрентекен Раççей Президенчĕн грантне тивĕçнĕ. Уяв умĕн вара вĕсенчен пĕринпе – Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Алевтина Валерьевна Михайловăпа паллаштарасшăн.

Кĕске справка

Алевтина Валерьевна Михайлова, аслă категориллĕ учитель. 1997 çулта И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш классене вĕрентес ĕç факультетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта ĕçлеме пикеннĕ. 2005 çулта районта “Çулталăк учителĕ” конкурс çĕнтерÿçи пулнă. Пĕлÿ шайне М.Ломоносов ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн пĕтĕмĕшле дисциплинисен факультетĕнче тата Мускаври “Эйдос” вĕрентÿ центрĕн курсĕнче ÿстернĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнчен Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта вăй хурать. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 11 çул.

– Тĕрĕссипе каласан, Алевтина Валерьевна, пĕрремĕш хут шкул алăкне уçакансене пĕлÿ тĕнчине туртакансене уйрăмах шеллес килет. Сăмсине те шăлайман шăпăрлансене çырма-вулама, шутлама хăнăхтарасси мĕнлерех йывăррине пуçламăш классенче вĕрентекенсемсĕр пуçне урăх никам та каласа кăтартаймĕ...

– Сирĕн сăмахсемпе килĕшес те килет. Çав вăхăтрах хирĕçлев те çуралать. Хăвăн ĕçне чунтан юратса пурнăçласан, ачасене хисеплесен çитĕнÿсем пулаççех. Пĕчĕккисен пурне те пĕлес текен шухăшпа çиçекен куçĕсем, ыр кăмăллăхĕ, вĕсен çепĕç кулли пур йывăрлăха та хыçа хăварĕ. Вĕсем çине пăхса çĕнĕ ĕмĕтсем, ÿсĕмсем çуралаççĕ.

– Шкултан вĕренсе тухнă хăш-пĕр çамрăксем малалла ăçта вĕренме, пурнăçа мĕнлерех профессипе çыхăнтарас пирки уçăмлăн калаймаççĕ.

– Кун пек хăрушлăх пулман манпа. Хамăра пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă, пĕрремĕш вĕрентекенсем – Людмила Пантелеймоновна Максимовăпа Юлия Алексеевна Миронова пек пулатăпах тесе пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тĕллев лартнă. Вăхăт иртнĕ май пурнăçлама тăрăшрăм. Педагог профессийĕ мана чăннипех те килĕшет.

– Сирĕн шутпа паянхи учителĕн мĕнлерех пулмалла;

– Чи малтанах лайăх психолог пулмалла. Кирек хăш ача та шкула каяссине чăтăмсăррăн кĕтет, савăнăçпа килет. Пирĕн вара ăна сÿнме парас марччĕ. Хамăн ĕçре эпĕ ачасене воспитани парас, шухăшлама вĕрентес, çынпа пĕр чĕлхе тупма пулăшас, тĕллевсем палăртас, вĕсене пурнăçлас, çавăн пекех тăван çĕр-шыва, атте-аннене юратма, хисеплеме вĕрентессине тĕпе хуратăп.

– Алевтина Валерьевна, “Евгения” ташă ушкăнĕ пирки, паллах, асăнмасăр иртейместпĕр ĕнтĕ.

– Вунă çул ытла ачасене ташă искусствипе паллаштаратăп. Паянхи кун 50 ытла ача кăмăлласа çÿрет унта. Ушкăна районта çеç мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Турцинче те пулса куртăмăр: Пĕтĕм тĕнчери ачасен 12-мĕш фестивалĕн лауреачĕн ятне тивĕç пултăмăр.

– Сумлă преми патне таврăнар-ха...

– Манăн ĕçе çакăн пек хаклани малалла тата тăрăшса вăй хума ытларах та ытларах хистет. Професси тĕлĕшĕнчен ăсталăха тата ÿстерме çĕкленÿлĕх çуратать. Çитес çул виççĕн çеç мар, районтан ытларах çĕнтерÿçĕсем пуласса шанас килет. Пирĕн тивĕçлĕ учительсем чылай.

– Енчен те, вăрттăнлăх мар пулсан, 100 пин тенкĕпе мĕнлерех «хуçаланасшăн;»

– Пытармалли çук. Пурнăç улшăнса пынă май пирĕн те пĕлĕве ÿстермелле. Çавна май пĕр пайне Раççей Академийĕ çумĕнчи Мускавра учительсен пĕлĕвне ÿстерекен методика центрĕнче вĕреннĕшĕн тÿлерĕм. Çавăн пекех премие илме юрăхлă пулнишĕн тав туса Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкула музыка центрĕ парнелерĕм. Юлнипе вара канма кайса килесшĕн.

– Мĕнех, Алевтина Валерьевна, уçă калаçушăн тавтапуç. Сире ыранхи уяв ячĕпе саламлатăп. Ĕçре çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх, çемьере телей сунатăп.

– Тавтапуç. Эпĕ те районти учительсене уяв ячĕпе çитĕнÿсем сунасшăн. Эсир чăннипех те маттурсем!

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика