04 июня 2008 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи стадионра районти шкул ачисен Спартакиадин программи малалла пурнăçланчĕ. Хальхинче финала тухнă тăватă команда – Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулăн, Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн, Ыхра Çырминчи тата Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулсен командисем футболла выляса тупăшрĕç.
Малтанах Патăрьелсемпе Нăрваш Шăхальсем тупăшрĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех Патăрьелсем вăйлăрах пулчĕç. Тепĕр ушкăнра Ыхра Çырмисемпе Первомайскисем вылярĕç. Вăйă çав тери интереслĕ иртрĕ. Юлашки секундсенче Первомайскисен хапхине мечĕк кĕчĕ-кĕчех. Пĕрремĕш вырăншăн малалла 1-мĕш шкул командипе Ыхра Çырминчи шкул командисем вылярĕç. Çанталăкĕ çиллĕ те çумăрлă тăчĕ пулин те çамрăк футболистсем хăраса ÿкмерĕç, “пысăк” футболистсем пекех вылярĕç. Патăрьелсем пĕрремĕш тапхăртах пĕр мечĕк тапса кĕртрĕç. Епле тăрăшрĕç пулин те, тек кĕртеймерĕç. Çавăн пекех Ыхра Çырминчи шкул футболисчĕсем те Патăрьелсен хапхине “уçаймарĕç”. Çапла вара пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул, иккĕмĕшне – Ыхра Çырминчи шкул, виççĕмĕшне – Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕн команди йышăнчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)