19 марта 2008 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи ял тăрăхĕнче паллă çынсен ячĕпе тĕрлĕ спорт енĕпе чылай ăмăрту йĕркелеççĕ. Нумай пулмасть йĕлтĕр спортĕнче чапа тухнă Николай Арсентьевич Николаев СССР спорт мастерĕн ячĕпе эстафета ăмăртăвĕ пулса иртрĕ. Эпĕ унăн титулĕсем çинче чарăнса тăрасшăн мар, ăна хисеплесе ун ячĕллĕ ăмăртăва курма тата хутшăнма унăн Шупашкарти юлташĕсем: Ю.Осипов, В.Мулендеев, А.Савельев спорт мастерĕсем, Л.Осипов, В.Московский спорт мастерĕн кандидачĕсем, А.Анисимов биатлонист, спорт мастерĕн кандидачĕ, Е.Маркиданов, В.Маркиданов спорт мастерĕн кандидачĕсем, В.Андреев тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ тата ялта ĕçлекен А.Давыдов, В.Афанасьев спорт мастерĕсем, Н.Афанасьев, В.Григорьев спорт мастерĕн кандидачĕсем килни те вăл мĕнлерех шайри спортсмен-йĕлтĕрçĕ пулнине çирĕплетсе парать. Спортсменсене саламлама районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.Осипов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев, “Труд” ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Н.Михайлов та килнĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене тата курма пуçтарăннă халăха Çĕр-шыва сыхлакансен уявĕ ячĕпе саламланă хыççăн ăмăртусем пуçланчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине чи малтан 2-4-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Кунта чи пултарулли Лена Николаева пулчĕ. Таня Михайлова иккĕмĕш вырăнта, Настя Чебукова – виççĕмĕшĕнче. Арçын ачасенчен чи пултарулли Канаш районĕнчи Карăклă ялĕнчен килнĕ Никоноров, иккĕмĕшĕнче унăн юлташĕ Александров пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна вара Турханти вăтам шкулти Зот Егоров йышăнчĕ. 5-6-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасенчен Турханти Костя Ефимов çĕнтерчĕ, Вася Сергеевпа Саша Яковлев ун хыççăн çитрĕç. Кăçал кунта çĕнĕлĕх те кĕртрĕç. 5-6-мĕш классенчи арçын ачасем биатлон ăмăртăвне кăтартрĕç. Вĕсем çаврăнса килнĕ хыççăн ятарласа хатĕрленĕ хăма мишеньсем çине юр чăмаккисемпе печĕç. Тĕл лектернисем дистанципе тÿрех каяççĕ, кам миçе лектерейменнисем, штраф çаврăмĕ тăрăх çавăн чухлĕ çаврăнсан тин малалла дистанцие тухаççĕ. Çак питĕ те интереслĕ тупăшура чи пултарулли Владик Черноглазов пулчĕ. Ун хыççăн Сергей Софроновпа Денис Филиппов палăрчĕç.
Малалла старта 7-8-мĕш классенче вĕренекенсем тухрĕç. Кунта малтан кĕтнĕ пекех район шайĕнчи ăмăртусенче те çĕнтерÿçĕ ятне илнĕ Настя Михайлова чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Григорьевăпа И.Петрова.
Куракансене бригадăсен хушшинчи тата çемьесен хушшинчи эстафета кăсăклантарчĕ. Çивĕч тупăшура иккĕмĕш бригада команди малта пулчĕ. Ун хыççăн финиша виççĕмĕш бригада командипе пĕрремĕш бригада командисем çитрĕç. Çемьесенчен малтан кĕтнĕ пекех Михайловсен çемйи: ашшĕ – Валерий Петрович, Настя тата Снежана хĕрĕсем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Николаевсен çемйи: ашшĕ Василий Васильевич, амăшĕ Маргарита, хĕрĕ Лена. Виççĕмĕшĕнче вара Бородкинсен çемйи: ашшĕ Владислав Васильевич, амăшĕ Лариса, ывăлĕ Алеша. Юлашкинчен Николай Арсентьевича хисеплесе килнĕ тус-юлташĕ пурте, йĕлтĕр çине тăрса пĕр çухрăма чупрĕç. Вĕсем ярăннине пăхса тăрса чун киленчĕ! Çакă шкул ачисене еплерех хавхалантарчĕ тата! Вĕсем хăйсен куçĕсемпе чăн-чăн спорт маçтăрĕсем чупнине кураççĕ-çке.
Юлашкинчен мала тата призлă вырăнсене йышăннисене асăнмалăх парнесемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Ăмăртăва хутшăннă спорт ветеранĕсене те, Мария Леонтьевна Кошкинăпа Владимир Николаевич Кузьмина, парнесемсĕр хăвармарĕç. Килнĕ хăнасем тата хăй Николай Арсентьевич ял тăрăхĕн пуçлăхне Н.Яковлева, ялти шкулта ĕçлекен физкультура учителĕсемпе тренерсене чĕререн тав турĕç, çакăн пек ăмăртăва пысăк шайра ирттерме пултарнăшăн хăйсем тĕлĕннине те, савăннине те пытармарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)