Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хуçалăх пурлăхĕ - халăх ырлăхĕ

06 февраля 2008 г.

Хĕлле пушă вăхăт нумайрах, уйрăмах пирĕн пек ваттисен. Кун пек чухне шухăшлама меллĕ. Ачалăха, çамрăклăха, ĕçлĕ çулсене: пĕрле ÿснĕ, вĕреннĕ тантăшсене час-часах аса илетĕп. Хăш чухне пĕлĕшĕмсем телефонпа шăнкăравлаççĕ. Çĕнĕ çул умĕн кăна Хусантан отставкăри полковник А.Николаев, Краснодар крайĕнчен хамăр ял хĕрĕ пулнă Н.Мулендеева, Турхан шкулĕнче пĕр класра вĕреннĕ, халĕ Саранскра пурăнакан В.Атитанов, Патăрьелĕнчи Н.Чернышев юлташсем саламларĕç.

Ĕмĕрĕм ялта иртрĕ. Ялан халăхпа ĕçлеме лекрĕ. Çавăнпа мĕн пур ватта-вĕтте пĕлетĕп, ас тăватăп. Кирек мĕнле профессиллипе те тĕл пулсан уйрăлайми калаçатăп. Паллă çынсем пирки район хаçатне мĕн чухлĕ статья çырман-ши;! Халĕ çулсем иртнĕ май çав хаçатсене пăхса ларатăп та тĕлĕнетĕп. Мĕнле пур çĕре те çитме ĕлкĕрнĕ-ши; Мĕн чухлĕ хастар та пултаруллă çынсем пурăнаççĕ пирĕн тăрăхра. Çакăн пек ĕçчен çынсем пуртан “Труд” ял хуçалăх предприятийĕ районта тĕреклисенчен пĕри шутланать те. Республикăри чылай колхоз çĕрĕсем акăнмасăр хыт-хура айне пулчĕç. Çав вăхăтрах пирĕн хуçалăх кÿршĕ ял çĕрĕсене те акса-лартма вăй çитерет. Куншăн хуçалăх пуçлăхĕпе специалистсене, бригадирсемпе механизаторсене, пур ĕçчене те тав тумалăх пур.

Ял хуçалăх кунне уявланă чухне пире те, тава тивĕçлĕ колхозниксене, кĕрекене лартрĕç. Хуçалăхăн ĕç кăтартăвĕсемпе, малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç, малта пыракансене чысларĕç.

Хуçалăх аталансах пыни пире те савăнтарать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци илесси ÿссех пырать. Иртнĕ çул кашни ĕнерен 3870 килограмм сĕт сунă. Кун пекки халиччен пулман. Выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварнă, ăратлăха çĕнетсех пыраççĕ. Çакă тупăшăн çăл куçĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.

Тыр-пул тухăçĕ те начар мар. Иртнĕ çул кашни гектартан 24, 8 центнер тĕш тырă, 196 центнер çĕр улми, 26, 3 центнер нумай çул ÿсекен курăк туса илнĕ. Кăçал акма вăрлăх ытлашшипех хатĕрленĕ.

Ял хуçалăх техникине те çĕнетсех тăраççĕ.

Хуçалăх аталаннă май ял та çĕнелет. Çĕнĕрен çĕнĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Халăх пуян, тулăх пурнăçпа пурăнать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика