30 января 2008 г.
Нăрваш Шăхалĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Михайлович Бородкин ячĕ-пе волейбол турнирĕ иртрĕ. Палăртнă куна пурĕ вунă команда пуçтарăнчĕ. Юлашки çулсенче çакăн пекки пулманччĕ-ха.
Судьясен коллегийĕ командăсене икĕ ушкăна уйăрчĕ. “А” ушкăна “Химик” (Патăрьел), “Шаймурзино” (Çĕньял ял тăрăхĕ), ДРСУ (Патăрьел), “Ветераны” (Шупашкар), “Троллейбус” (Шупашкар) командăсем лекрĕç. “Б” ушкăнра – “Труд” (Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ), “Нĕркеч” (Комсомольски районĕ), “САБАТ” (Патăрьел ял тăрăхĕ), “Пашьел” (Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕ), “Студент” (Чăваш патшалăх университечĕ) командăсем.
Волейболистсене Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Яковлев, “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н.Михайлов, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн ертÿçин çумĕ Н. Афанасьев, Шупашкар хула пуçлăхĕн çумĕ Ю.Исаев, ЧПУ студентсен профсоюз комитечĕн председателĕ И.Ядуркин, ăмăртăвăн тĕп судйи И.Хитров саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.
Малтанах площадкăна “Нĕркеч” тата “САБАТ” командăсем йышăнчĕç. Çивĕч тупăшура вĕсем пĕр-пĕринчен пĕрер тапхăр выляса илчĕç, виççĕмĕш тапхăра тытăнчĕç. Кунта Каçал тăрăхĕнчи волейболистсем пултаруллăрах пулчĕç.
Тепĕр плошадкăра та вăйăсем çивĕч те интереслĕ иртрĕç. “Химик” командăпа “Троллейбус” пĕр евĕрлех вăйлă. Çапах та Шупашкарсем ăнăçлăрах выляса “Химик” командăна парăнтарчĕç. Тепĕр тĕл пулура “Химик” Шупашкарти “Ветераны” командăпа тупăшрĕ. Иртнĕ çулхи çĕн-терÿçĕ “Химик”, енчен те хальхинче те выляса ярсан, финалти тупăшусене хутшăнаймасть. Çавна шута илсе вĕсем йăнăшсем сахалрах турĕç тата тăрăшса выляса “Ветераны” командăна çĕнтерчĕç-çĕнтерчĕçех. Куракансене уйрăмах “Студентпа” “Нĕркеч” выляни те тыткăнларĕ. Нĕркечсем епле тăрăшрĕç пулин те выляса ячĕç.
Финалти ăмăртусенче выляма “Троллейбус”, “Химик”, “Студент”, “Нĕркеч” командăсем ирĕк çĕнсе илчĕç. Площадкăра – “Нĕркеч” тата “Троллейбус” командăсем. Нĕркечсем хăйсем хула командисенчен пĕрре те кая маррине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Вĕсем малтанхи вăйăсене пĕр-пĕринчен выляса илсе виççĕмĕш кĕске тапхăра 13:15 шутпа выляса ячĕç. Пĕрремĕш вырăншăн вара “Студент” командăпа “Троллейбус” “çапăçрĕç”. Студентсем йăнăшсем сахалрах туса мечĕк хыççăн мечĕк çапса антарса ăмăртăва 2:0 шутпа вĕçлерĕç, В.М.Бородкин ячĕллĕ куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕш вырăна “Нĕр-кеч” команда йышăнчĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призлă вырăнсене йышăннă командăсене грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Турнирта “Чи лайăх вылякан” ята “Студент” командăри С.Героев, “Чи лайăх тапăнса вылякан” ята “Нĕркеч” командăри С.Иванов, “Чи лайăх сыхлавçă” ята “Студент” командăри Н.Макарычев, “Чи лайăх пас паракан” ята “Троллейбус” командăри А.Лыскеев çĕнсе илчĕç. Куракансем килĕштернĕ С.Долгов спортсмена та парнесĕр хăвармарĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)