Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма тивĕç уншăн чăрмав мар

27 октября 2007 г.

Хăйĕн ирĕкĕпе обществăлла ĕçе кÿлĕннĕ çынсем, урăхла каласан, ял тăрăх депутачĕсем, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче вуннăн. Вĕсенчен чылайăшĕ вăйпитти, тĕрлĕ сферăра ĕçлеççĕ . Иккĕшĕ вара тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те хастарлăхне çухатмасăр, çулсем иртнине пăхмасăр тăтăшах халăх хушшинче пулма, вĕсен ыйтăвĕсемпе интересленме тăрăшаççĕ.

Борис Гаврилович Кошкин депутат ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе хисеп илнĕ çын, Василий Михайлович Бородкин вара ачасене, çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас тесе тимленĕ педагог. 41 çул физкультура учителĕнче ĕçлесе мĕн чухлĕ спортсмена анлă çул çине кăларман-ши; В.Мулендеев, А.Савельев, И.Калентьева тĕнче чемпионки, Н.Николаев, И.Калля... Вĕсем пурте спортăн тĕрлĕ енĕпе пĕр хутчен мар çитĕнÿ тунăскерсем. Хамăр республикăри физкультурăпа спорт, туризм министрĕ, Нăрваш Шăхаль шкулĕн выпускникĕ А.Николаев çăмăл атлетика енĕпе Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕн хисеплĕ ятне çĕнсе илме пултарнинче те Василий Михайловичăн тÿпи пур. Паянхи кун та учитель хăйĕн вĕренекенĕ пирки чи ырă сăмахсемпе çеç аса илет: пултаруллă, чăтăмлă, çине тăма пултаракан, тунă çитĕнÿпе лăпланса ларман ача пулса ÿснĕ вăл.

Ватлăх кунра кил-çуртри ĕçпе, мăнукĕсемпе лăпланса çеç канлĕ пурăнмалла пек Василий Михайловичăн. Сывлăх, хавхалану пур чухне вăл ун пек тума пултараймасть. Ял тăрăхĕ йĕркелекен кашни мероприятиех хутшăнать. Спортпа çыхăннисем вара чунне пушшех çывăх.

Хушма тивĕç, обществăлла ĕç Василий Михайловичшăн нихăçан та чăрмав пулман. Депутатăн яваплă “лавне” те вăл миçе хутчен кăна кÿлĕнмен-ши; Хальхинче те ял халăхĕ ыйтнипех ватлăхра тепĕр хут халăхпа ĕçлеме килĕшнĕ.

– Депутат вăл тÿлевлĕ должность мар. Çавăнпа та чăн малтанах халăхпа ĕçлеме, унăн ыйтăвĕсене татса пама пулăшма пысăк кăмăл, хастарлăх кирлĕ. Хальхи вăхăтра, акă, эпир ял халăхĕ, ваттисем ыйтнипе центрта чиркÿ тавасшăн. Çак ĕçе нимелле пуçланă темелле. Сăваплă ĕçшĕн 500-шер, 1000-шер тенкĕ укçа паракансем пур. Пуçарăва ырлакансем йышлăн, çавăнпа та ку тĕлĕшпе чăн малтанах пирĕн, депутатсен, хастарлăха хавшатмалла мар. Кĕлĕ çурчĕ вара кирлех тесе шутлатпăр, – калаçăва пуçларĕ В.Бородкин хăйĕн хушма тивĕçĕ пирки сăмах хускатсан.

Юлашки вăхăтра район администрацийĕ те, республика шайĕнче те ялсенчи тирпей-илем, çул-йĕр ыйтăвĕ пирки чылай ĕçлĕ сăмах пуçараççĕ. Ку тĕлĕшпе Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче пурнăçланă ĕçсем те пур, тумаллисем те çителĕклĕ. Республика Президенчĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ялсенче çул-йĕр тăвас ыйтупа тимлемелли çук мар. Хăш-пĕр урамсене кĕрлĕ-çурлă çанталăкра кĕрсе те тухаймăн. Çакă, паллах, депутат шайĕнче татса памалли ыйту мар, çапах та вăл суйлав-çăсен пăшăрханăвне, ыйтăвне шута илме ăна кирлĕ çĕре çитерме тăрăшать. Хăй суйланнă виççĕмĕш округри çынсемпе час-часах урам тирпей-илемĕ пирки калаçу ирттерет. Юлашки вăхăтра çынсен культурăлăхĕ, ăнланулăхĕ ÿснине палăртрĕ депутат.

Хисеплĕ депутат çемьешĕн те юратнă та шанчăклă мăшăр, атте, асатте, кукаçи. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн паян ачисемпе, мăнукĕсемпе мăнаçланмалăх та пур. Педагогика каçалăкĕнче вĕсен хăйсен çемье династийĕн йĕрĕ пур темелле. Акă, Владислав Васильевич ашшĕн сукмакĕпех утать, паян тăван шкулта физкультура тата истори учителĕ. Икĕ специальноçа алла илнĕ вăл. Канаш районĕнче биологи учителĕнче ĕçлекен Рэмма Васильевнăпа та хăпартланмалăх пур ашшĕпе амăшĕн. Вăл вĕрентÿ отличникĕ, кăçал тата Президент грантне – 100 пин тенкĕне илме тивĕçнĕ. Лина Васильевна та педагогикăрах хăйĕн вырăнне тупнă, шкул çулне çитмен ачасен воспитательницин специальноçне алла илнĕ.

Ку таранччен Василий Михайловичпа Александра Терентьевна мăшăрĕ çичĕ мăнукне утьăкка сиктернĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕ, ÿсĕмĕ те савăнтарать. Урăхла каласан, çемьере пурте килĕшÿпе тата ăнланупа пулса пынăранах ĕнтĕ кил хуçине обществăлла ĕçре хастарлăрах тăрăшма хистет.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика