Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрĕх çул иртсен – хаклă парне

25 августа 2007 г.

Сасартăк шăнкăртатнă телефон сасси шухăша путнă Раиса Сарпине шартах сиктерчĕ. Ачалăхри тантăшĕн йăмăкĕ шăнкăравлать иккен. Аппăшĕпе хăнана пырасси пирки систерет.

Нумаях та вăхăт иртмерĕ, хваттере хăнасем çитсе те кĕчĕç. Пĕр-пĕрне чылайранпа курмасăр тăнăскерсене тĕл пулу хумхантарчĕ. Ыталансах саламланă май куççуль те кăларчĕç. Сĕтел хушшинче шăкăл-шăкăл калаçу юхса çеç пычĕ. Çарран чупнă ачалăха куç умне кăларчĕç. Аса илмелли тупăнсах пычĕ. Уйрăмах ял çумĕнчи ферма патĕнчи пĕвене манаймасть иккен Галя.

– Рая тантăшăм, эсĕ çавăн чухне мана шывран туртса кăларайман пулсан паян эпĕ санпа юнашар лараймастăмччĕ вĕт. Эпĕ çав саманта хама иккĕмĕш хут çуралнă пекех туятăп. Тавах сана, мана çăлса хăварнăшăн, – терĕ те хут чĕркеме салатрĕ. Хаклă йышши илемлĕ кĕпе. Галя Райăна ăна хăех тăхăнтартрĕ, икĕ пит çăмартинчен чăпăрт! чуп турĕ.

Ĕçĕ вара акă мĕнле пулса иртнĕ иккен. Пĕр шăрăх кун хĕр пĕрчисем ушкăнпа ферма çывăхĕнчи пĕвене шыва кĕме кайнă. Чĕрĕ те йăрă Райкка, çапла чĕннĕ ăна тантăшĕсем, ку ушкăнран маларах çитсе хĕвел питтине хăма çапса тунă плот çине хĕртĕнме выртнă. Галя, ишме пĕлменскер, шыв тăрăх утса ун патне çитме шутланă. Тарăн çĕре çитсен шыва анса кайнă. Ку вырăнта тахçан тăм шăтăкĕ пулнă иккен. Ачасем кăшкăрашнине илтсен Рая çухалса кайман, тÿрех шыва чăмнă, Гальăна аран-аран шывран сĕтĕрсе кăларнă, пĕрремĕш пулăшу панă.

Унтанпа 47 çул çитнĕ. Инкек тÿснĕ Галя Ягупова-Сергеева вара тантăшне яланах асра тытнă, ăна тав тăвасси пирки шухăшланă. Владимир облаçĕнче пурăнаканскер инçе çула кĕскетсе килме майне тупнах.

Раиса Васильевнăн кун пек тĕслĕхсем татах та пулнă иккен. Калаçнă май хăй 7-мĕш класра чухне Иванов Володьăна, унтан маларах Павлова Вальăна шыва путасран çăлнине аса илчĕ. Анчах вăл пĕрне те паттăрла ĕç тунă тесе шутламасть, “Ман вырăнта кирек кам пулнă пулсан та çаплах тăватчĕ”, – тет сăпайлăн.

Çынна ырă туни ырăпа таврăнать теççĕ. Чăннипех те Раиса Васильевна Сарпине те пурнăçра яланах ырă çынсем тĕл пулаççĕ, тусĕсем питĕ нумай унăн. Ăсталăхĕ те ÿссех пырать, кĕнеке хыççăн кĕнеке калăплать. Профессиллĕ литератор. Поэт. Драматург. Куçаруçă. Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши, Алексей Талвир, пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Непсил Фазыл ячĕллĕ премисен лауреачĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика