Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Самоуправление

25 августа 2007 г.

 

Тутар Сăкăт. Çак кунсенче ял тăрăхĕнчи 5, 6-мĕш округсенче пурăнакансемпе граждансен пухăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтусемпе ял тăрăх пуçлăхĕ З.Салихов урамсене тирпей-илем кĕртес, çулсене çĕнетес, халăхран тĕрлĕрен налук пуçтарас ыйтусене хускатнă. Пухăва хутшăннисем хăйсене интереслентерекен ытти ыйтусем тавра та калаçу пуçарнă.

Нăрваш Шăхаль. Ял тăрăхне кĕрекен бюджет учрежденийĕсенчи руководительсемпе черетлĕ канашлури тĕп ыйту _ тĕрлĕрен объектсене хĕллехи тапхăра хатĕрлесси пирки пулнă. Вĕсенчен пĕри _ Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану учрежденийĕнчи ăшă системине çак кунсенчех юсаса пĕтересси. Канашлура шкул çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илнине те тишкернĕ. Кăçал 18 ача пĕрремĕш хут пĕлỹ тĕнчин алăкне уçса парта хушшине ларĕç.

Патăрьел. Ялта тепĕр пысăк чиркỹре строительство ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Турă Амăшĕн ячĕллĕ пулас кĕлĕ çурчĕн ĕçне ыркăмăллăх меслечĕпе хăвăртлатас тĕллевпе Шупашкарти Варнавăпа кăнтăр районĕсен благочиннăйĕ Анатолий атте С.Ляллина халăхран укçа пуçтарма пил панă. Православи тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем, чиркĕве хисеплекенсем çакна шута илме пултараççĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика