Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш Шăхалĕнче Раççей чемпионачĕ

11 августа 2007 г.

Раççей Федерацийĕн физкультурăпа спорт тата туризм агентстви, Раççей Федерацийĕнчи Велосипед спорчĕн федерацийĕ, Чăваш Республикинчи Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви, Велосипед спорчĕн федерацийĕ йышăннă тăрăх, çак Раççей шайĕнчи чи пысăк ăмăртăва темиçе хутчен Раççей чемпионки пулнă, Европăри тата Тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче призлă вырăнсене çĕнсе илнĕ, кăçал Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ултă этаплă ăмăртăвăн пилĕк этапĕ хыççăн малта пыракан, Европăра мала тухмалли ăмăртура иккĕмĕш вырăн йышăннă, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ, çак ялтах чи малтан велосипед спорчĕн вăрттăнлăхĕсене туптанă Ирина Николаевна Калентьева–Ягуповăна халалласа унăн тăван ялĕнче – Нăрваш Шăхалĕнче ирттерме йышăннă.

Палăртнă кун кăнтăрла тĕлне командăсем пуçтарăнса çитрĕç. Акă вĕсем: Мускав хули, Мускав облаçĕ, Санкт-Петербург, Удмурт Республики, Свердловск облаçĕ, Пермь крайĕ, Владивосток, Самара тата Самара облаçĕ, Чăваш Республики. Çак хуласемпе облаçсенчен пурĕ 19 команда хутшăнчĕ. Командăра виçĕ арçын тата пĕр хĕрарăм.

Кăнтăрла иртсе икĕ сехет тĕлне ялти тĕп лапама сумлă хăнасем – Патăрьел район пуçлăхĕ Н.Глухов, Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев, Раççей Федерацийĕнчи Велосипед спорчĕн маунтинбайк енĕпе тĕп тренерĕ В.Устинович тата ытти яваплă çынсем килсе çитрĕç. Вĕсене Нăрваш Шăхальсем çăкăр-тăварпа тата юрăпа кĕтсе илчĕç.

Ăмăртун тĕп судйи А.Бесчастнов велосипедистсене эстафетăна еплерех парса илмеллине ăнлантарнă хыççăн вĕсем старт йĕрĕ çине тăчĕç. Командăри тăватă çыннăн пĕрин хыççăн тепри эстафетăна парса трасса тăрăх пĕрер çаврăм тумалла. Трасса тăршшĕ çичĕ çухрăм ытларах, пĕр çухрăма яхăн анчах асфальтлă çулпа пырать, ытти пĕтĕмпех “Ырçем” çырми тăрăх.

Акă старт. Пирĕн Чăваш Республикин пĕрремĕш команди пĕрремĕш номерпе ăмăртать. Вăл шутра пирĕн Ирина та. Пĕрремĕш çаврăмра пирĕн командăри Е.Крылов ăнăçлах ăмăртаймарĕ, саккăрмĕш анчах çитсе эстафетăна А.Тимофеева пачĕ. Артемăн çур çаврăма çитичченех велосипечĕн ларкăчĕ саланса кайрĕ. Çапах та вăл дистанцирен тухмарĕ, асаппа пулсан та эстафетăна А.Гаврилова пачĕ. Çак çамрăк спортсмен стартранах пĕтĕм вăйĕпе мала ыткăнчĕ. Курма пуçтарăннă халăхăн сăн-пичĕ çинче савăнăç çухалнăччĕ ĕнтĕ. Анчах та Анатолий çаврăма пуçласа мĕн вĕçне çитичченех, пĕринчен, тепринчен иртсе Мускавăн иккĕмĕш команди хыççăн эстафетăна Ирина Калентьевăна иккĕмĕш пачĕ. Халăх çĕнĕрен “вăранчĕ”. Вĕсем Иринăна трассăн пур кĕтесĕнче те хавхалантарса тăчĕç. Акă Ирина Мускавăн иккĕмĕш командинчен иртсе мала тухрĕ. Анчах та ун хыççăнах Мускавăн пĕрремĕш командинчи чи вăйлă велосипедист М.Топорищев пырать. Трасса çинчен пĕлтернĕ тăрăх, вăл Иринăран иртсе мала тухнă, финиша та малтанах çитрĕ. Вун ултă секкундран Ирина та вирхĕнсе çитрĕ. Вулакан, паллах, ăнланмасса пултарать. Командăри хĕрарăмсене ăмăрту положенийĕ тăрăх кирек хăш этапа та яма юрать. Пирĕн чăваш командин тренерĕ В.Краснов Иринăна юлашки этапа тăратнă. Çавăнпа та Мускав командинче юлашки этапра арçын пулчĕ. Мускавăн иккĕмĕш команди финиша виççĕмĕш, виçĕ секундран Мускав облаçĕн команди çитрĕ.

Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене ятарласа çырнă чаплă кубоксем парса чысларĕç.

В.Устинович, Раççей Федерацийĕн тĕп тренерĕ, хăй тĕлĕннине тата савăнăçне пытармарĕ. Вăл çакăн пек ăмăртăва кашни çулах çакăнта, Нăрваш Шăхалĕнче ирттерме пулни çинчен пĕлтерсен халăх урра! кăшкăрса савăнчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика