14 июля 2007 г.
Нăрваш Шăхалĕнче, СССР спорт мастерне Н.Ильина тата çамрăк велосипедиста С.Тукмакова асăнса ăмăртусем иртрĕç. Иккĕмĕш кунне спортсменсем тăватă хутчен(!) СССР спорт мастерĕн нормине пурнăçланă В.Мулендеевăн призĕсене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Кăçал велосипед ăмăртăвне шоссе çинче ирттерме йышăнчĕç. Ку, паллах, çăмăл мар. Ăмăрту вăхăтĕнче инкек-синкек ан пултăр тесен кунта ГИБДД ĕçченĕсем те чылайăн кирлĕ. Çавăнпа та ăмăрту положенине район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа килĕшсе тунă.
Ăмăрту парачĕ хыççăн старта аслă çулхи арçын ачасемпе хĕр ачасем тухрĕç. Вĕсем хатĕрленнĕ вăхăтра судьясем 7-8 çулхи ачасене пĕр çухрăмлă хушăра ăмăртма ирĕк пачĕç. Ку питĕ те интереслĕ тупăшу пулчĕ. Чи пултарулли Шупашкартан килнĕ, Шупашкар хулин мэрĕн пĕрремĕш çумĕн, хамăр ентешĕмĕрĕн Ю.Исаевăн ывăлĕ Лева Исаев пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчен килнĕ Мулендеев Павлик, виççĕмĕшĕнче – Шайманов Валера.
Малалла аслă çулхи хĕр ачасемпе арçын ачасем вунă çухрăмлă дистанцие пĕрин хыççăн тепри 30 секундран хускалса кайрĕç. Кунта кашни хăйшĕн тăрăшать. Çак хушша чи лайăх вăхăтпа А.Семенова (Вăрмар) вĕçлерĕ. Арçын ачасенчен чи вăйли М.Огурцов (Олимп резервĕсен 7-мĕш шкулĕ) пулчĕ. Тата аслăраххисенчен чи вăйлисем В.Пазитова, К.Кириллова тата В.Баллалайкин (7-мĕш шкултан).
Яшсемпе хĕрсем пилĕк çухрăмлă хушăра вăй виçрĕç. Çивĕч кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ ятне М.Семенова (Вăрмар), яшсенчен Н.Филиппов (олимп резервĕсен 1-мĕш шкулĕ) тивĕçрĕç.
Чи çамрăк арçын ачасемпе хĕр ачасен тупăшăвĕ уйрăмах кăсăклă иртрĕ. Тăрăшса çавăрчĕç вĕсем велосипед педалĕсене. Чи лайăх вăхăт кăтартса О.Терентьева (Патăрьел спорт шкулĕ) çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. А.Егоров та чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Тата виçĕ вырăнне те Алюшăн юлташĕсем А.Матвеев, С.Софронов, Ст.Софронов йышăнчĕç.
Иккĕмĕш кунне спортсменсем хăйсен ушкăнĕсенче пĕрле тăрса харăссăн хускалса кайса ăмăртрĕç. Ăмăрту чи çамрăккисенчен пуçланчĕ. Вĕсем вунă çухрăмлă дистанцире тупăшрĕç. А.Матвеевпа (Вăрманхĕрри Шăхаль) Д.Яковлев (Вăрмар) юлашки çаврăмчченех пĕрле тавлашса пычĕç. Çапах та юлашкинчен А.Матвеев мала тарчĕ-тарчех, финиша пĕчченех çитрĕ. Ун хыççăн – Д.Яковлев, виççĕмĕшĕнче – Сергей Софронов (Нăрваш Шăхаль). Хĕр ачасенчен малтан кĕтнĕ пекех чи пултарулли О.Терентьева (Вăрманхĕрри Шăхаль) пулчĕ.
Яшсемпе хĕрсем вĕсенчен тепĕр хут вăрăмрах дистанцире тупăшрĕç: çĕнтерÿçĕсем малтанхи кунхи пекех – Н. Филипповпа М.Семенова.
Аслă çулхи арçын ачасемпе хĕрсен хĕрĕх çухрăмлă хушăра кам вăйлăраххине палăртма тиврĕ. Ку хутĕнче те М.Огурцов малта пулчĕ. Унăн командăри юлташĕ Д.Бесингалиев иккĕмĕш, И.Тимофеев(Вăрмар) виççĕмĕш вырăнсенче.
Чи аслисем те çак дистанцирех ăмăртрĕç. Ку ушкăн, паллах, опытлă велосипедистсенчен тăрать. Вĕсем пĕр-пĕринпе тавлашса ăмăртни куракансене те, судьясене те кăсăклантарса тăчĕ. 40 çухрăмлă хушша Д.Федоров чи малтан вĕçлерĕ. Ун хыççăн финиш йĕрне харăсах иккĕн касрĕç. Судьясем иккĕмĕш вырăна В.Павлова (“Веломастер” спортклуб) пачĕç, виççĕмĕшĕнче – Д.Викторов(7-мĕш спортшкул).
Аслă хĕр ачасенчен В.Пазитовăпа К.Кирилловăна çитекенни пулмарĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)