Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПОРТ

04 июля 2007 г.

 

Чăваш Республикинчи Физкультурăпа спорт тата туризм министерстви кăçал велосипедистсен республика шайĕнчи хăш-пĕр ăмăртăвĕсене Нăрваш Шăхалĕнче ирттерме йышăннă. Çакăн сăлтавĕсем те пур. Акă, çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче В.Мулендеев велосипед спорчĕн тăватă енĕпе СССР спорт мастерĕн нормисене пурнăçларĕ. А.Савельев икĕ хутчен Тĕнче чемпионачĕсене хутшăнчĕ. Вĕсемсĕр пуçне çирĕме яхăн велосипедист спорт мастерĕн тата спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене тултарнă. Юлашки çулсенче Ирина Калентьева-Ягупова Тĕнчере тата Европăра мала тухассишĕн пыракан ăмăртусенче призлă вырăнсене йышăнса Раççейре пĕрремĕш номерлĕ спортсменка пулса тăчĕ. Германире Тĕнче кубокне çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрне выляса илсе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Май уйăхĕнче Швейцарире ăмăртрĕ. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче ытти спорт енĕсенче те пысăк çитĕнỹсем тунă спортсменсем сахал мар.

Июнь уйăхĕн иккĕмĕш кунĕнче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче велоспортăн маунтинбайк енĕпе Чăваш Республикин кубокĕшĕн пыракан ăмăртăвĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Унта хамăр район велосипедисчĕсемсĕр пуçне Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Çĕмĕрлери, Вăрмар районĕнчи спортшкулсенче ăсталăхне туптакан велосипедистсем те хутшăнчĕç. В.Афанасьев тренер трассăна пур енлĕ чăрмавсене кĕртсе хатĕрленĕ. Шупашкартан килнĕ тренерсем Раççей Федерацийĕнчи велоспортăн тренерĕпе В.Красновпа трассăна пăхса çаврăннă хыççăн вăтам хак пачĕç.

Малтанах старта арçынсем тухрĕç. Вĕсен çак трасса çинче пĕр сехет хушши ăмăртмалла. Вăл пурĕ ултă çаврăм пулать. Малтанхи çаврăмсенчех мала П.Денисов (Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спортшкултан) талпăнчĕ. Вăл хăйĕн командăри юлташĕсемпе С.Пудриковпа тата И.Ивановпа пĕрле, ыттисене чылай кая хăварса, финиша та çак йĕркепех çитрĕç.

Аслă çулхи хĕрсем те çак çаврăмсем çинче пĕр сехет хушши ăмăртрĕç. Кунта Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спортшкулти В.Андреевăна çитекенни пулмарĕ. Унăн командăри юлташĕсем В.Пазитовăпа О.Гагарина иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç. Сăмах май, Çĕньял хĕрĕ В.Пазитова темиçе çул ĕнтĕ Тĕнче тата Европа шайĕсенчи ăмăртусенче хутшăнать, начар мар кăтартусемпе таврăнать.

Малалла старта аслă çулхи арçын ачасем тухрĕç. Вĕсем трасса çинче 45 минут хушши тупăшаççĕ. Кунта та малтан кĕтнĕ пекех Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ спортшкулти А.Кохнуров çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта Çĕнĕ Шупашкарти спортшкулти А.Гаврилов, виççĕмĕшĕнче А.Саминов пулчĕç.

1993-1994 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем трасса çинче 30 тата 25 минут хушши ăмăртрĕç. Ыттисене чылай хыçа хăварса финиша чи малтан Çĕнĕ Шупашкарти Н.Филиппов çитрĕ. Ун хыççăн _ командăри юлташĕ А.Воронов. Виççĕмĕш вырăнта _ А.Адюков (Вăрмар). Хĕр-ачасенчен чи пултарулли Вăрмар районĕнчи спортшкулти М.Семенова. Иккĕмĕш вырăнта А.Тарасова (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул), виççĕмĕшĕнче _ Патăрьел спортшкулĕнчи Н.Емельянова.

Малалла трасса çине вăтам çулхи арçын ачасемпе хĕр ачасем тухрĕç. Кунта хамăр районти спортшкулти А.Матвеев чи пултарулли пулчĕ. Унăн командăри юлташĕ В.Черноглазов унран çичĕ секунд каярах çитсе иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Виççĕмĕшĕнче _ А.Белянцев (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул). Ку ушкăнра икĕ хĕрача анчах пулин те вĕсем пĕр-пĕринпе çивĕч тупăшрĕç. Хамăр район спортшкулĕнчи О.Терентьева В.Ярды ячĕллĕ спортшкулти Н.Красновăна хыçа хăварчĕ-хăварчех.

Малалла старта 1991-1992 çулсенче çуралнă велосипедистсем тăчĕç. "Марш!" команда хыççăнах мала М.Огурцов (В.Ярды ячĕллĕ спортшкул) ыткăнчĕ. Финиша та вăл ыттисене 3-4 минут хăварса пĕрремĕш çитрĕ. Унăн командăри юлташĕсем Д. Яковлевпа В.Унигерев иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Ку ушкăнри хĕрачасенчен чи пултаруллисем Шупашкарсем _ Е.Романовăпа О.Козлова, виççĕмĕшĕнче А.Семенова (Вăрмар).

Чи кĕçĕннисен хушшинче чи пултарулли Патăрьел спортшкулĕнчи В.Афанасьев пулчĕ. Унăн командăри юлташĕ В.Сергеев кăшт каярах юлса çитрĕ. Виççĕмĕшĕнче _ хамăр командăри Ф.Макаров. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика