04 мая 2007 г.
Нăрваш Шăхалĕнче Космонавтика кунне халалласа çулсеренех теннисистсен ăмăртăвне ирттереççĕ.
Ăмăртăва хутшăнакансем икĕ ушкăнра тупăшрĕç: пĕрремĕшĕнче 5-7-мĕш классенче вĕренекенсем, иккĕмĕшĕнче _ 8-9-мĕш классенче вĕренекенсем.
Пĕрремĕш ушкăнра А.Раськин çĕнтерчĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче Ю.Николаевпа В.Петров.
Иккĕмĕш ушкăнра та тĕл пулусем çивĕч иртрĕç. Кунта А.Кудряшов, А.Айкин, О.Терентьев пысăк маçтăрлăхпа палăрса малти виçĕ вырăна йышăнчĕç.
Çак турнир шкулта вĕренекенсен теннисла выляс ăсталăхĕ палăрмаллах ỹснине çирĕплетрĕ. Вĕсен камран тĕслĕх илмелли те пур. Акă, ял тăрăхĕсен спартакиадинче Нăрваш Шăхаль ял тăрăх команди мала тухнăччĕ. Унта П.Кудряшов, Н.Марков, В.Кузьмин, Т.Михайлова ăсталăхпа палăрнăччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)