17 марта 2007 г.
Иртнĕ çулхи раштавăн иккĕмĕшĕнче почтальонка мана Раççей Президенчĕ В.Путин çырнă ятарлă çыруне, "Слава защитникам Москвы" ятлăскерне, кỹрсе пачĕ. Пире манманшăн, хисепленĕшĕн, çав тери хĕпĕртерĕм. Ирĕксĕрех Мускава ирĕке кăларнă кунсем куç умне тухса тăчĕç.
Çав çулхине, раштавăн 4-мĕшĕнче юр çума пуçларĕ те урамсене аванах тултарса лартрĕ. Эпир çĕр пỹртсенче канма выртрăмăр. Ирхине пире васкавлăн вăратрĕç. Бригада командирĕ Катуков: "Умра тăшман, хыçра Мускав. Тек пĕр утăм та чакма юрамасть. Шоссе çине кĕмесĕр, вăрман çумĕпе кайса, тăшмана хыçалтан тапăнмалла", - терĕ. Танксем кĕрлесе малалла кайрĕç. Юр ăшĕнче пынăран вĕсене курма та çук. Тăшман сехĕрленсе ỹкрĕ те тарма пуçларĕ. Çав кун 80 çухрăм малалла кайса, Волоколамск хулине ирĕке кăлартăмăр. Хула варринче 8 партизан вилли çакăнса тăратчĕ. Каçхине канма пĕр поселока чарăнтăмăр. Пĕр пỹрт мăрйинчен тĕтĕм тухать, унта пырса кĕтĕмĕр. 109 çулхи карчăк кăмака хутнă иккен. Кинемейпе чылай калаçса лартăмăр. "Пĕр нимĕçĕ мана çапса ячĕ те шыв ăсса килме хушрĕ. Чей вĕретсе патăм. Хăйсем 7-8 салтак, сĕтел йĕри-тавра ларнă та кĕписене хывнă, пыйтисене вĕлереççĕ... Хăçан тасалăпăр-ши çав чумаран?" - тесе питĕ хурланса калаçрĕ çав карчăк...
Пирĕн чаçăн Волоколамски шоссе çинче пынă çапăçăвĕсем паллă çĕнтерỹпе вĕçленчĕç. Пире çĕнĕ вăй пухма Химки хули патне илсе кайрĕç, унта икĕ эрне кантăмăр, çĕнĕ хăватпа малалла анăçалла талпăнма хатĕрлентĕмĕр.
Хаçатра пĕлтернĕ тăрăх, çав çапăçура тăшман çарĕ аванах хавшани палăрчĕ. Шоссе çинче шутсăр нумай нимĕç салтакĕсен вилли, купи-купипе хĕç-пăшал ванчăкĕ выртса юлчĕ: 133 танк, 49 пушка, 8 самолет, автомашинăсем...
Пирĕн 4-мĕш танк бригадине "Первая Гвардейская танковая бригада" ят хучĕç. Эпир пурте гвардеецсем пулса тăтăмăр. Бригада командирне - Михаил Ефимович Катуков подполковнике "Генерал-майор" ят пачĕç. Пире пурне те "За оборону Москвы" медальсемпе чысларĕç.
Ку таранччен Гитлер çарĕсене ниçта та çĕнтереймен пулсан, чи малтан çакăнта 1941 çулхи раштав уйăхĕнче пирĕн çарсем улăп пек хăватлă çапăçса, пуçласа çĕнтерчĕç.
Çак манăçми çапăçу çĕр-шывăн пысăк историне ылтăн саспаллисемпе çырăнса ĕмĕрлĕхех юлчĕ...
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)