Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулакан шухăшĕ: çамрăксемшĕн чун ыратать

06 декабря 2006 г.

 

Çамрăклах хресчен ĕçне кỹлĕнме тỹр килчĕ. Тăхăр ачаран - чи асли. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи йывăр çулсенче ỹссе терт-нуша курнăскер яланах паянхи пурнăçа иртнипе танлаштаратăп. Уйрăмлăхĕ самаях. Уйрăмах тỹнтерле пулăмсем шухăшлаттараççĕ. Ĕлĕк 10-12 çулхи çамрăксем те, 50-60 çулхи ватăсем те колхоз ĕçне хастар хутшăнатчĕç. Ирхине 4-5 сехетрех хире çурлапа тырă вырма каятчĕç. Çамрăксем лашапа, вăкăрпа кĕлте турттарса капана хываттăмăр. Çĕнĕ çулччен алăпа, молотилкăпа авăн çапаттăмăр, пурнăçланă ĕçшĕн савăнаттăмăр. Мĕн чухлĕ тỹленĕ, çавăнпа çырлахнă. Çак вăхăта аса илсен халĕ те хĕпĕртетĕп.

Йышлăнччĕ, туслăччĕ эпир. Пĕр касри Григорьев, Чекушкин, Лаврентьев Володясем, Виталий Черноглазов, Павел Андреев, Валентин Черноглазов тата ыттисем те ялан пĕрлеччĕ. Выçăллă-тутăллă пулсан та кулянман. Вăрмантан колхоз, кил, çын валли вутă турттарнă, пасара сутма çỹренĕ, пурнăçланă ĕçшĕн савăннă.

Çапла çамрăклăх иртни те сисĕнмерĕ, çара кайма ят тухрĕ. Ялтан Александр Айкин, Александр Кудряшов, Николай Терентьев, Владимир Чекушкин тата эпĕ Хура тинĕсре çар тивĕçне пурнăçлама тухса кайрăмăр. 4-5 çул службăра тăрасси хăратмарĕ пире, моряк пулнăшăн савăнтăмăр.

Яла таврăнсан каллех колхоз ĕçне кỹлĕннĕ, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех халăхпа ял, колхоз пурнăçне аталантарассишĕн тăрăшнă. Алăпа вăрман касса обществăлла хуралтăсем, Патăрьел Арапуç - Йĕпреç çулне хăпартса çул тăвасси, тыр-пул акса çитĕнтересси, пуçтарса кĕртесси çăмăл пулман. Пурне те вăхăтра пурнăçланă, малаллах талпăннă. Район больници çуртне, "Южное" сысна самăртакан комплекса тума çынсене явăçтарнă, район, патшалăх палăртнă плансене пурнăçланă. Çав вăхăтрах ял пурнăçĕ те малалла аталаннă. Кашни касра 15-20 çĕнĕ çурт çĕкленнĕ, халăх пĕр-пĕрне пулăшнă.

50-60-70-мĕш çулсенче колхоз ĕçне куллен 100-шер çын тухатчĕ. Халĕ бригадăра - 10-12 çын. 20-30 çулхи çамрăксем колхозра укçа тỹлемеççĕ тесе ĕçе каймаççĕ.

Астăватăп-ха, 1950 çулта мана бригадира лартрĕç, уйăхне 45 ĕç кунĕ тỹлетчĕç. Пĕр ĕç кунĕ пĕр тенке ларнах ун чухне. Çакăншăн ирхине 5 сехетрен пуçласа каçхине 10 сехетчен ура çинче ĕçленĕ. Çапах нăйкăшман.

Кăçал çĕр улми кăларнă çĕре чей вĕретсе турттарса тăтăм. Хĕрарăмсене кунне 5-6 сехет ĕçленĕшĕн 250-300-шер тенкĕ тỹлетчĕç. Çапах кăмăлсăрччĕ. Çын шучĕ те сахалччĕ. Юрать-ха ялти, Çĕньялти, Турханти шкул ачисем пулчĕç. Çур уйăхра аран пуçтарса кĕртрĕмĕр. Тухăçĕ гектартан 300 центнер ытла тухрĕ, хире 10-15 центнер вĕтти юлчĕ пуль. Çакăншăн чĕре ыратрĕ. Ял çыннин пурнăçĕ нумай енĕпе хуçалăхпа тỹрремĕнех çыхăннă-çке. Инкек пулсан тỹрех пулăшу ыйтма правленине васкатпăр. Ăна пулăшу кирлĕ чухне çаврăнса та пăхмастпăр. Пурте кар тăрса çĕр улми кăларнă çĕре тухнă пулсан пурлăх пĕрре те çĕр айне юлмасчĕ. Çакна çамрăксен малашне шута илмеллех.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика