Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалантару кирлех

01 ноября 2006 г.

 

 "Авангард" хаçатăн юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнчи Н.Тельцовăн "Мухтав хучĕн хакĕ ан чактăр" статйине вуласан шухăша кайрăм. Алла ручка тытас килчĕ. 20-30 çул каялла парти, профсоюз, комсомол организацийĕсен тапхăрĕнче коллективсенче ĕçлекенсене ỹсĕмсемшĕн хавхалантармалли майсемпе усă кураттăмăр. Çакă производствăра пысăк çитĕнỹсем тума нумай пулăшатчĕ. Тĕслĕхпех çирĕплетсе пама пулать. Вырма вăхăтĕнче комбайнерсемпе тырă турттаракан водительсене мораль тата пурлăх енчен хавхалантармалли условисем туса хатĕрленĕ. Ĕç кăтартăвĕсене кашни кун пĕтĕмлетсе ятарлă бюллетень кăларнă. 3 кунхипе преми, унпа пĕрле свидетельство панă, мăшăрне тав çырăвĕ яраттăмăр. Çавăнпа комбайнерсем бюллетень пырса парасса, кăтартăвĕсене танлаштарма кĕтсе тăратчĕç. Малтисене çитесшĕн çур çĕр иртиччен вăрттăн çапни те пулнă. Мăшăрĕсем тата хăйсен ĕçне хакланăшăн савăнатчĕç. Паллах, çак ĕç çине тимлĕ пăхни те кирлĕ тесе каласшăн эпĕ. Юлашки çулсенче ĕçлекенсене хавхалантарасси палăрмаллах чакрĕ. Вăл вара кирлех тесе шутлатăп. Н.Тельцов тĕрĕс çырать. Ĕç коллективĕн Хисеп хучĕсене тивĕçеймен ĕçченсене аслă органсен грамотисемпе е медальсемпе тỹрех наградăламаççĕ, паллах. Ĕç кодексĕ çине те мĕнле награда илнине ĕç кĕнеки çине çырса хумаллине палăртнă. Темшĕн çакна вара пур çĕрте те пурнăçламастпăр.

Ĕçлекен çынна вăхăтра хавхалантарса пырсан ĕç тухăçлăхĕ пысăкрах пулни паллă. Пурнăçра пысăк хастарлăхпа нумай çул ырми-канми тăрăшнă ĕçченсене, хăй вăхăтĕнче вĕсен ĕçне хакламанран, ватлăхра çăмăллăхсемпе усă курайманни пăшăрхантарать. Çакна ĕç коллективĕсене ертсе пыракансен шута илесчĕ. Пуçлăхсен хăйсен ĕçченĕсен интересĕсене мала хумалла. Хамăрăн та вăхăтĕнче илнĕ грамотăсемпе ытти наградăсен докуменчĕсене типтерлĕ упрамалла. Пĕр дояркăна "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" знакпа наградăланă пулнă. Значокĕ юлнă, удостоверенине çухатнă. Тĕрлĕ шайри архивсенче шыраттарсан та çавна çирĕплетсе параймарĕç, çын çăмăллăхсемпе усă кураймасăр юлчĕ. Документсемпе тимлĕрех пулмаллине çирĕплетет те ĕнтĕ çакă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика