Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен сынна ял савать

30 сентября 2006 г.

Нăрваш Шăхаль ялĕнче маттур ĕçченсем нумай. Вĕсен шутĕнче Мария Сергеевнăпа Владимир Егорович Никитинсем те. Вĕсем хĕрĕх çула яхăн ялти фермăра вăй хураççĕ. Мария Сергеевна, 1953 çулта çуралнă-скер, сакăр класс пĕтернĕ хыççăн юлташ-хĕрĕсемпе пĕрле колхоз фермине ĕçлеме - ĕне сума каять. Çамрăк хĕр, кунĕпе ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн, каçхи шкула çỹрет, ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерет. Вăл вăхăтра ирхине виçĕ сехетре, шуçăм тухичченех, ферма картишĕнче ĕç вĕреме пуçланă: ĕнесене алăпа сунă, выльăх-чĕрлĕхне те хăйсемех тăрантарнă.

Хăйĕн пулас мăшăрне те Мария Сергеевна çакăнтах тĕл пулнă. Владимир Егорович 1976 çулта фермăна возчик пулса ĕçлеме пырать. Çамрăк йĕкĕт хитре те маттур хĕре тỹрех куç хывать. Вара икĕ çамрăк çемье чăмăртаççĕ. Мăшăрсем туй хыççăн çĕр кун кăна пĕрле пурăнаççĕ, маттур çамрăка çар ретне илсе каяççĕ. Чăваш ачи салтакра та хăйне лайăх енчен çеç кăтартать, нумай хисеп хучĕсем илме тивĕç пулать. Салтакран таврăнсан та Владимир Егорович фермăнах ĕçлеме килет. Тăрăшса ĕçленине кура, 1988 çулта Никитинсене çемье подрячĕ меслетпе пушмак пăрусене пăхма куçараççĕ. Вĕсем пăхакан выльăх шучĕ, тăхăр вунă пуçран кая мар пулнă.

Ĕçре тăрăшуллă пулнине кура, Мария Сергеевнăна темиçе хут та ял тата район шайĕнче депутат пулма суйланă. Мăшăрсене нумай-нумай Хисеп грамотипе, ăмăрту çĕнтерỹçин знакĕсемпе чысланă, чи пултаруллă пăру пăхакан ятне те илме тивĕçнĕ вĕсем. Сывлăха çирĕплетме тỹлевсĕрех кану çурчĕсене путевка панă. Çул çỹревре пулса нумай вырăна çитсе курнă.

 Мария Сергеевнăпа Владимир Егорович виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пăхса ỹстернĕ. Ĕçе ирех тăрса каймаллине пула, хĕрĕсене юратнă амăшĕ каçхинех çỹçĕсене çивĕтлесе тирпейленĕ, шкула валли япалисене хатĕрлесе хунă. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те сăпайлă çитĕннĕ. Паянхи кун вĕсем фермăра вăй хураççĕ, кил-карти тулли выльăх-чĕрлĕх те усраççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ.

Никитинсем çамрăксемпе те, ватăсемпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлеççĕ. Килĕнчи 96 çула çитсе пыракан ватă амăшне сума сăваççĕ.

Мария Сергеевнăпа Владимир Егоровичсенчен тĕслĕх илмелли нумай.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика