14 октября 2022 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти 10-11 классенче вĕренекенсем "Кирли çинчен калаçу" проектпа килĕшỹллĕн иртекен заняти вăхăтĕнче ашшĕсем çинчен сăмах пуçарчĕç. Сăмах май каласан, 2021 çултанпа Раççейре Атте кунне официаллă майпа уявлатпăр. Çавна май çитĕнекен ăру уяв историйĕпе, вăл епле пуçланса кайнипе интересленчĕ. Ачасем ашшĕсем çинчен ырă та ăшă сăмахсем нумай каларĕç. Пуçватмăшсем тупрĕç. Ваттисен сăмахĕсене аса илчĕç. Çывăх çыннисемпе çыхăннă пулăмсене куç умне кăларчĕç.
Калаçăва Патăрьел муниципалитет округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Николай Афанасьев хутшăнни те кăмăллă пулчĕ. Николай Семенович патшалăх тата çемье хỹтĕлевçин пурнăçри пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Занятинче пуçарнă калаçу ачасене аслă ăрурисене хисеплеме кирлине, вĕсемпе кирек хăш ыйтăва та татса пама май пулнине палăртрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)