Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиплев ĕçĕнче - 46 çул

05 августа 2022 г.

Черетлĕ кану кунĕсен вăхăтĕнче те Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ М.Матвеева ĕç вырăнне хăпармасăр чăтаймарĕ. Пĕр ватă çын патне укол тума каймалла. Уйăх вĕçленнĕрен район больницине отчетпа çитмелле. Теприн валли тухтăр патĕнчен рецепт çыртарса эмел илсе килсе памалла тата ытти те. Ирпе килтен тухса кайсассăн кăнтăр иртмесĕр те каялла çитесси çук. Юрать мăшăрĕ ăнлануллă. Кирлĕ çĕре килти автомашинăпа кайса килме те нихăçан та хирĕçлемест. Ĕçе яланах малти вырăна хурать Мария Борисовна.

Çие шурă халат тăхăнса сиплев ĕçне пуçăннăранпа çуралнă ача та пиллĕкмĕш теçеткере пырать. Апла пулсан ялта пурăнакан кашни çынна пĕлет Мария Борисовна. Çакă чылай çăмăллăх кỹрет те ăна. Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕн тивĕçĕ пĕчĕк мар. Кирек кама та тухтăр патне çитиччен квалификациллĕ пулăшу памалла унăн. Пурнăçпа вилĕм умĕнче тăракан пациентăн шăпине татса пама тăрăшмалла. Чир-чĕр сарăласран профилактика ĕçне анлăн туса пымалла. "Сывлăх" наци проектне тĕпе хурса ĕçлемесĕр çитĕнỹ тума çуккине витĕр пĕлет М.Матвеева.

Çак ялтах çуралса ỹснĕ сывлăх сыхлавçи. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Канашри медицина училищине çул тытнă. Фельдшер специальноçне алла илнĕскер тăван ялах таврăннă. Малтанласа фельдшерпа акушер пунктĕнче виççĕн вăй хунă. Вера Васильевна Волкова, Александра Терентьевна Бородкина аслă юлташĕсем сахал мар ырă сĕнỹ парса пулăшнă. Каярахпа Мария Леонтьевна Кошкинăпа пĕрле ĕçлеме тỹр килнĕ.

- Малтанхи çулсемпе танлаштарсан ĕç условийĕсем чылай улшăнчĕç. Чирлĕ çынна е ача çуратма вăхăт çитсе пыракан хĕрарăма район больницине илсе çитересси чĕр нушаччĕ. Ялтан Нăрваш Шăхальне тухма питĕ кансĕрччĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра тракторпа та усă курнă. Юрать мăшăрăм техникăна хускатма хирĕçлеместчĕ. Хĕлле çил-тăман тухса алхаснăран лашапа та çĕр варринче çул çине тухни сахал мар пулнă. Халĕун пек мар. "Васкавлă пулăшу" автомашинисем шăнкăрав хыççăнах çитме тăрăшаççĕ. Халăх йышĕ те чакать. Ĕçлеме пуçланă çулсенче уйăхсерен 25-30-шар ача çуралатчĕ. Кăçал икĕ çемье çеç пĕчĕк пепкене алла илнĕ,- тет Мария Борисовна.

Ĕçне кура - чысĕ, теççĕ халăхра. Ялти сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ 1998, 2001, 2002, 2004 çулсенче "Районти чи лайăх фельдшерпа акушер пункчĕ" сумлă ята тивĕçнĕ. М.Матвеевăна 2004 çулхи конкурсра вара хăйне те "Районти чи лайăх фельдшер" ята панă.

Ăсталăхне тăтăшах хăпартма тăрăшать вăл. Квалификацие ỹстерекен курссенче пулать. "Сиплев ĕçĕ" специальноçпа Мария Борисовна пĕрремĕш категориллĕ специалист. Халăха 100 проценчĕпех çулран-çул диспансеризаци кăларасси çине тимлĕх уйăрать. Тĕрлĕ чир-чĕртен вакцина яртарассине мала хурать. Юлашки çулсенче пушшех те. Коронавирус сахал мар çынна çакланчĕ. Кун пек чухне усал амакран мĕнле асăрханмаллине калать. Пĕрлех ФАПа пыракансемпе юн пусăмĕн, сахăр диабечĕн, бронх астмин чирĕсем пирки калаçусем пуçарать. Пулас ашшĕпе амăшне памалли канашсем те сахал мар унăн тата ытти те.

Ял тăрăхĕн пурнăçне те хастар хутшăнать М.Матвеева. 4 созыв вăл депутат пулнă. Тăрăшуллă ĕçшĕн республикăри сывлăх сыхлав министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. ФАП валли медицина оборудованийĕсем туянма 100 пинлĕх гранта та илнĕ. Çакнашкал хисеп ăна 2011 çулта "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илме те май панă.

 Кăçал тепĕр савăнăç çитрĕ Мария Борисовнăна. Медицина ĕçченĕсен кунне паллă тунă май ăна "Патăрьел районне туса хунăранпа 95 çул" юбилей медалĕпе наградăларĕç. Кунтан сумли тата мĕн пултăр.

Мăшăрĕпе икĕ ывăл ỹстернĕ вĕсем. 6 мăнукĕпе савăнаççĕ. Тĕп ĕçĕсене çỹренипе пĕрлех ĕне те усраççĕ, вĕлле хурчĕ те тытаççĕ, улма-çырла та çитĕнтереççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика