26 июля 2022 г.
Çак кунсенче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен Апрушнай (Ясная Поляна) ялĕнче граждансен пухăвĕ иртнĕ.
Пухăннă ял халăхĕ умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ-строительство, обществăлла инфратытăм пай начальникĕ Равиль Ямалетдинов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин тухса калаçнă.
Кун йĕркинче паян кунта пурăнакансене кăсăклантаракан чи çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă: яла газ, шыв илсе çитересси, харпăр хăй ĕçне уçасси (самозанятость) тата ытти те.
Равиль Ямалетдинов яла газ кĕртмелли ыйтăва татса памалли çул-йĕр, малашне çак ыйтупа ĕçлемелли плансем пирки ăнлантарса панă, граждансен ыйтăвĕсене хуравланă.
Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин пухăннисене килти хушма хуçалăха аталантарас ĕçре патшалăх пулăшăвĕн витĕмĕ пысăккине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ.
Апрушнай Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пĕчĕк ялсенчен пĕри. Çапах та вĕсем пĕрлехи вăйпа яла тирпей-илем кĕртес, капăрлатас тĕлĕшпе чылай тăрăшаççĕ. Ял халăхне пăшăрхантаракан ыйтусем те пур-ха. Граждансен пухăвĕнче шăпах вĕсене кашни тухса калаçакан çивĕчлетнĕ. Ял халăхĕн сĕнĕвĕсене пуху протоколĕнче шута илнĕ, вĕсене пурнăçа кĕртесси тимлĕхре пулĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)