Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене халалланă пурнăç

19 июля 2022 г.

Хисеплĕ учитель, çамрăксен наставникĕ, пурнăç çулне суйласа илме пулăшакан, юратнă мăшăр, атте, асатте-кукаçи... Çак сăмахсем пурте Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Василий Бородкин пирки. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ", "Халăх çутĕç отличникĕ", "Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ гражданинĕ", "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", "Районти чи лайăх спортсмен" тата ытти сумлă ята тивĕçнĕ, районăн "Хисеп хăми" çинче те пулнă. Вăл пурăнакан урам та унăн ячĕпех хисепленсе тăрать. Çавăн пекех В. Бородкин парнисемшĕн кăçалхипе 31-мĕш хут волейбол турнирĕ иртнĕ. Василий Михайловичпа Александра Терентьевна 60 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. 2017 çулта вĕсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медале панă. Кăçал педагог район 95 çул тултарнине халалланă медале илнĕ. Çак сумлă та хисеплĕ вĕрентекенпе тата унăн çемйипе вулакансене тĕплĕнрех паллаштарас килет.

 Спортпа туслашатăн - çамрăклăха тăсатăн

В. Бородкин 80 çултан каçнине унăн паспорчĕ çине пăхсан кăна ĕненме пулать. Çамрăк чухнехи тĕреклĕхне вăл паян та çухатман-ха. Ĕçпе, спортпа пиçĕхни тỹрех сисĕнет.

- Еншикпе Тăрăн хушшинче "Красный пахарь" ятлă ял пулнă. 1940 çулта эпĕ шăпах çавăнта кун çути курнă. Манăн малтанхи паспортра та çак яла çырнăччĕ. Унта 20 çурт ытларах çеç пулнă, тет. 1941 çулта ăна пĕтереççĕ. Йăх тымарĕсем Кĕçĕн Арапуçĕнчен пулсан та аттепе анне Нăрваш Шăхальне килеççĕ. Ахальтен суйласа илмен ку яла - асатте çакăнта лесникре тăрăшнă, çурчĕ те пулнă. Кукаçи-кукамай та кунтах тĕпленнĕ, - терĕ Василий Михайлович пурнăçĕ пирки каласа пама пуçланă май.

Нăрваш Шăхалĕнчи 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн В. Бородкин колхозра ĕçлеме пуçлать: ашшĕ - тракторист, ывăлĕ-плугарь. Тăватă çул тăрăшать вăл. Первомайскинчи машинăпа трактор станцинче ятарлă курсра пĕлỹ пухса механизатор правине алла илнĕ хыççăн тепĕр 5 çул "хурçă утпа" çỹрет. Малалла та хуçалăхрах ĕçлетчĕ пуль, Нăрваш Шăхалĕнче вăтам шкул уçни унăн пурнăçне улшăнусем кĕртнĕ. Пĕлỹ çурчĕн директорĕ пулма Патăрьелĕнче пурăнакан Г. Задорова шанаççĕ. Геннадий Петрович Василий Михайлович спортсмен пулнине тата купăспа ăста каланине шута илсе ăна вĕренỹ çуртне чĕнсе илет те физкультура тата музыка урокĕсене ертсе пыракан çуккине пĕлтерет, çамрăка учитель пулса килме чĕнет. Яш килĕшет. Ачасене ăс панисĕр пуçне хăй те каçхи шкулта вĕренсе аллине аттестат илет. Пĕринче вара хаçатра Канашри педагогика училищинчи физкультура уйрăмĕ студент пулас кăмăллисене йыхравланине курать. Нумай шухăшласа тăмасть, малалла пĕлỹ илме çул тытать.

 - Педагогика училищине вĕренме кĕнĕ чухне эпĕ икĕ хĕрĕн - Рэммăпа Ангелинăн - ашшĕччĕ ĕнтĕ. Пĕрремĕш курс çурринче Владик ывăл çуралчĕ. Лайăх çанталăкра киле велосипедпа эрнере икĕ хут та килсе каяттăмччĕ. Ирхи 5 сехетре чей ĕçнĕ, апат çинĕ хыççăн çула тухаттăм та 8 сехет тĕлне, занятисем пуçланиччен, çитеттĕм. 1970 çулта дипломлă специалист пулса тепĕр хут Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ĕçлеме пуçларăм, малтанхи пекех физкультура тата музыка урокĕсене мана шанса пачĕç. Вĕренекенсемпе пĕр сăмах тупма, ăнланма, спортăн хăш енĕпе вăйлăраххине палăртса çав ене малалла аталантарма тăрăшнă. Вĕсем те мана хисеплетчĕç, - тесе аса илет Василий Михайлович. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕренекенĕсенчен нумайăшĕ унăн çулне суйласа илнĕ: пĕр тăван Анатолипе Валерий Афанасьевсем, Владимир Эриванов... Владислав ывăлĕ те ашшĕ хывнă сукмака курăкпа виттермерĕ - вăл та физкультура учителĕ. Районти спорт энциклопедине Нăрваш Шăхалĕнчен 179 çын кĕнĕ пулсан, вĕсенчен чылайăшĕ хисеплĕ вĕрентекен алли витĕр тухнă. Тĕнчипе палăрнă Александра Деверинская, Ирина Калентьева (Ягупова) спортсменсене тата ыттисене те малтанхи утăмсем тума вăлах пулăшнă. Спортпа пурнăçĕсене малалла çыхăнтарас ĕмĕтлĕ ачасене Канашри педучилищĕне хăй илсе кайнă тĕслĕх те пĕрре мар пулнă.

 Чи пысăк сум - вĕренекенсен хисепĕ

 Патшалăх наградисем Василий Михайловичăн çителĕклех, анчах уншăн чи сумлисенчен пĕри - гаражра ларакан "Ока" автомашина. Хисеплĕ те юратнă учительне вĕренекенĕсем сума суса, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшнăшăн тав туса 60 çул тултарнă тĕле çăмăл автомашина парнеленĕ.

- Василий Михайлович иртен пуçласа каçчен шкултаччĕ. Хĕллехи вăхăтра тата çĕрле пуличченех ачасен йĕлтĕрĕсене, ботинкисене киле илсе килсе юсатчĕ, - терĕ калаçăва хутшăннă май Александра Терентьевна. Çак сăмахсене вăл мăшăрне ỹпкелесе мар, унăн ĕçне ăнланнине, вăл суйласа илнĕ профессие хисепленине пĕлтерсе каларĕ. Хăй те 40 çул ытла малтан Шăнкăртамри, кайран Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи сиплев учрежденийĕсенче медсестрара ĕçленĕ.

Нăрваш Шăхалĕнче велоспорта пуçараканни те Василий Бородкин пулнă. Çуллахи вăхăтра вĕренекенсем урамра çăмăллăнах çỹреме пултарнă пулсан, кĕрлĕ-çурлă, хĕлле вĕсем ăсталăха малалла туптайман. Василий Михайлович çакна шута илсе шкулти пĕчĕк пỹлĕмĕнче ятарласа велосипедпа пĕр вырăнта çỹремелли станока хăй шухăшласа кăларать. Трактористра ĕçленĕрен уншăн тимĕр шаккасси, ăна шăратса çыпăçтарасси (сварка) йывăрлăх кăларман. 10 ача кĕрсессĕн тулакан кабинета ятарлă икĕ хатĕр вырнаçтарса велоспорта кăмăллакансене "ярăнма" май туса парать.

- Велочупусем те ирттереттĕмĕр. Пĕринче çапла шкул ачисемпе, хампа пĕрле пиллĕкĕн, Ульяновскине çитнĕччĕ. Канашра вĕреннĕ чухне те çакăн пек чупусем йĕркеленĕ, - тет В. Бородкин.

 - Василий Михайлович, сире спорт патне кам явăçтарнă? - ыйтрăм унтан.

- Ялта манран пĕр 10 çул аслăрах Петр Харлампьевич Федотов пурччĕ. Вăл хăйĕн юлташĕпе (Козловпа) салтакран килсен Турханти вăтам шкултан вĕренсе тухрĕç. Пĕлỹ пухнă вăхăтра ялан пиртен инçех мар çырмара тĕрлĕ хускану тăватчĕç, иккĕшĕ те спортпа туслăччĕ. Эпир, ачасем, вĕсен çывăхнерех пулма тăрăшаттăмăр. Кайран хам вĕсем пек хăтланаттăм. Çакăнтан никĕсĕ хывăнчĕ те пуль.

 Велосипедпа ялти Владимир Кошкин питĕ ăста ярăнатчĕ. Кашни çулах вăл районти Акатуй-Сабантуй уявĕнче велоăмăртăва хутшăнатчĕ. Ăна ыттисем чышса та ỹкеретчĕç, пĕрех хăваласа çитетчĕ. Старта сарă футболкăпа тăратчĕ. Курма пыракансем вара: "Сарри! Сарри!" - тесе кăшкăрса хавхалантаратчĕç. Владимир Александрович маншăн тĕслĕх вырăнĕнче пулчĕ. Килте малтан ахальли кăначчĕ, унпа çỹреттĕм. Каярах спорт валли ятарласа кăлараканнине туянтăм, - терĕ вăл иртнĕ самантсене пĕрин хыççăн теприне куçĕ умне кăларса.

Купăсне тăсса ярать, халăха юрлаттарать

В. Бородкинăн пултарулăхĕ тĕрлĕ енлине маларах та асăннăччĕ. Вăл çамрăкранах купăс ăста калать. Çак ен унăн ашшĕнчен куçнă. Шкулта музыка урокĕсене ертсе пыма пикенсен хăй тĕллĕн баянпа калама, нотăсем вулама хăнăхнă. Каярахпа вăл çынсен сăввисене, унтан хăй çырнисенне кĕвве хывма пикеннĕ. Ятарлă блокнотра 67 хайлав пур. Вĕсенчен нумайăшне Василий Михайлович ертсе пынă "Утмăлтурат" ушкăн шăрантарнă.

 - Ялти культура çуртĕнче малтанах юрра-ташша юратакансем пухăнатчĕç. Николай Яковлев ял тăрăхĕн пуçлăхĕ чухне чĕнсе илчĕ те ушкăн йĕркелесси пирки сăмах пуçарчĕ. Çапла вара "Утмăлтурат" ятпа хамăрăн ушкăна йĕркелерĕмĕр. Коронавирус пуçланиччен эпир районти ялсене те, ют тăрăхсене те концертпа нумай кайнă. Клуба çỹрекенсем ятарласа чăваш кĕписем çĕлеттерчĕç, саппунĕсене тĕрлерĕç, хушпу туянчĕç. Çамрăкрах чухне тракторпа та кирлĕ вырăна çитни пĕрре мар пулнă. Малтан ял тавра юрласа çаврăнаттăмăр та çула тухаттăмăр, - терĕ кăмăллăн çеç В. Бородкин.

 Александра Терентьевнăшăн та кĕвĕ тĕнчи ют мар. Тĕрĕссипе, мăшăр пурнăçне çыхăнтарма шăпах клуб пулăшнă. Вăрманхĕрри Шăхаль хĕрĕ медсестра пĕлĕвне илнĕ хыççăн Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче заведующи пулса 11 уйăх тăрăшнă. Шăпах çавăн чухне паллашнă та Василий Михайловичпа. Купăсçăпа иккĕшĕ çамрăксене вальс çаврăнма вĕрентнĕ. Яштака та кĕрнеклĕ каччă тăрăшнипех "культура вучахĕнче" тирпейлĕх хуçаланма тытăннă.

1962 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче Александра Терентьевнăпа Василий Михайлович никама каламасăрах мăшăрланнă.

- Эпир çамрăк чухне хĕрсене вăрласси йăлараччĕ. Мана та вăрттăн илсе кайма пуçланăччĕ. Çакăн хыççăн Василий Михайлович нумай шухăшламарĕ, хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтрĕ. Эпир çемье çавăрнă чухне унпа пĕр тăван Люба, Гена, Нина та килтехчĕ. Пăянам-пăятампа пĕрле килĕштерсе пурăнтăмăр. Иккĕшĕ те сăпайлă çынсемччĕ. Эпĕ вĕсем пĕр-пĕрин çине сас хăпартса калаçнине те илтмен. Хам та вĕсене хирĕç чĕнмен. Анне пире аслисене хисеплеме вĕрентсе ỹстернĕ. Вăл яланах: "Хуть мĕн ĕç тунă чухне те пăянаму мĕнле тăвать, эсĕ те çапла пурнăçла", - тетчĕ, - терĕ Александра Терентьевна. Сăмаха малалла тăсса çакна та каласа хăварас килет: Василий Михайловичăн аслашшĕпе асламăшĕн ача пулман. Вĕсем çурта пепке сассипе тултарас тесе Хусана çити кайнă. Ача çуртĕнче тăваттăри арçын ача чупса пырса асламăшне: "Мама, мама", - тесе ытамласа илнĕ, тет. Мăшăр вара ăна тата тепĕр хĕр ачана хăйсен хỹттине илнĕ. Пĕчĕкскерсене юратса тата тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Василий Михайлович ашшĕне тăлăх пулнăран бронь панă. Вăй питти арçын кунпа килĕшмен, тăшманпа çапăçма тухса кайнă. Икĕ çул танкист, кайран разведчик пулса фашистсене тĕп тунă.

 Ялти хисеплĕ мăшăр Владислав ывăлĕпе тата Лариса кинĕпе пĕрле пурăнать. Вĕсен килĕнче паян та лăпкăлăх, çураçулăх хуçаланать. Василий Михайловичпа Александра Терентьевна 7 мăнукĕпе, 13 кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика