27 мая 2022 г.
Никитинсем питĕ ĕçчен çемье пулнине Настя Алексея качча тухичченех пĕлнĕ. Пулас мăшăрĕпе пĕр ялта, пĕр касра çитĕннĕ-çке.Кун пек кил-йыша качча килсен кахалланса лараймăн. Çакна Настя питĕ лайăх ăнланнă. Ял хĕрĕ ĕçрен хăрать-и вара? Юрату та пĕтĕм йывăрлăха çĕнме пулăшать. Студент чухне хĕр Шупашкарта хăйĕн хваттерĕнче пурăннă. Ун чухне вăл ялта тĕпленесси пирки шухăшламан та. Анчах Алексей ял пурнăçне юратнă. Çавăнпах ĕнтĕ тĕп хулара электрике вĕренсе тухнă хыççăн тăван ялне таврăннă. Арçын мĕнле каланă, çапла пулнă: Настя Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхале пурăнма куçнă. Декрета тухиччен вăл Турханти психоневрологи интернатĕнче кĕçĕн медсестрара ĕçленĕ. Çав вăхăтрах куçăн мар майпа аслă пĕлÿ илнĕ. Çăмăл машинăпа çÿреме пĕлни пурнăçа çăмăллататех çав: руль умне ларнă та 8 çухрăмри ĕçне вĕçтернĕ.
Никитинсем 12 гектар çĕр çинче тыр-пул, утă, пахча çимĕç туса илеççĕ. 4 ĕне, 8-10 пуç вăкăр, ытти выльăх, чăх-чĕп, хур-кăвакал усраканскерсем вĕсем валли пĕтĕм апата хăйсем туса илеççĕ, укçалла туянмаççĕ.
Уй-хирте ĕçлекен техника пĕтĕмпех пур.
Хуçалăхра — икĕ трактор, пресс, копалка, культиватор, сеялка… Вĕсене йăлтах хăйсен вăйĕпе, кредит илмесĕр, туяннă. Мĕн ачаранпах çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ Алексей те ăнланнă: техникăсăр май çук.
Севока вĕсем 1 гектар çинче лартса ÿстереççĕ. Акă кĕçех ăна çумлама вăхăт çывхарать. Унчченхи çулсенче хăйсемех алăпа çумланă. Халĕ им-çамлаççĕ те çум курăк сахалрах шăтать. Пурпĕрех икĕ хутчен те тасатса тухаççĕ. Кăларнă, çеçкине татнă чухне ял çыннисем пулăшма килнĕ, вĕсене уншăн укçа тÿленĕ.
«Пăянампа пăятам маттур манăн. Пĕлтĕр вĕсен ылтăн туйне паллă турăмăр. Хирте-и, витере-и — ытларах вĕсем тăрăшаççĕ. Ачасем пĕчĕк пулнăран эпĕ килçуртра тăрмашатăп: çумалли-тасатмалли куллен тупăнать, пысăк йыш валли апат та пĕçермелле. Аслă хĕрĕмĕр Аня — 3-ре. Çулталăк та 6 уйăх тултарсан ăна Турханти садике ятăмăр. Халĕ те кунсерен ăна çăмăл машинăпа унта леçетĕп. Хамăр ялта та садик пур-ха, анчах 3 çул тултарсан çеç йышăнаççĕ. Кăçал авăн уйăхĕнче кĕçĕн хĕр Арина 1,6 çул тултарĕ. Ăна та садике ярасшăн. Çавăнпа Аньăна хамăр ялти садике куçармастăп. Иккĕшне пĕрле Турхана илсе çÿрĕп, хам ĕçе кайăп», — каласа кăтартрĕ çамрăк амăшĕ.
Настьăн хунямăшĕ Мария Сергеевна тивĕçлĕ канăва тухиччен фермăра вăй хунă. Хуняшшĕ Владимир Егорович — паянхи кун та унта. Ывăлĕпе Алексейпа колхоз ферминче пăрусем пăхаççĕ. Кун каçипе икĕ хутчен унта çитсе хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Ĕçрен таврăнсан килти выльăха тăрантараççĕ, витесене тасатаççĕ.
Алексей хăйĕн техникипе ялти çынсене пулăшма та вăхăт тупать. Камăнне ана сухаламалла, камăнне çĕр улми лартмалла, утă çулмалла — çамрăк арçын ÿркенсе тăмасть,хĕвелпе тан вăранать те пĕтĕм ĕçе ĕлкĕрет.
Нăрваш Шăхале сĕт пуçтармашкăн 4 сехетре килеççĕ. Паянхи кун ял халăхĕнчен чĕр тавара 24 тенкĕпе туянаççĕ. Никитинсем ĕнисене аппаратпа сăваççĕ.
Çамрăк çемье хăйсем валли çурт-йĕр çавăрма ĕмĕтленет. Ун валли вырăнĕ те пур — тĕп килпе юнашар. «Эпĕ 4-мĕш çул ялта пурăнатăп. Мана кунта хуларинчен ытларах килĕшет. Уçăлма каяс килсен е урама, е картише, е пахчана тухса кĕме пулать. Хулари хваттерте 4 стена чуна тăвăрлатать. Малтан шухăшлаттăм: тен, Патăрьелте хваттер туянса пурăнмалла? Халĕ пĕлетĕп – пирĕн ялта пурăнас килет, урăх нимĕн те кирлĕ мар», — палăртрĕ Настя.
Источник: "Хыпар"