29 марта 2022 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Чернова Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Егоровсен çемйине çурт-йĕр тума е туянма май паракан свидетельство панă.
Александр Георгиевичпа Альбина Павловна патшалăх пулăшăвне Раççей Федерацийĕн "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" программа килĕшỹл- лĕн тивĕçнĕ.
Кил хуçи афган вăрçинчи çапăçусене хутшăннă. Служба хыççăн тỹрех "Труд" ял хуçалăх предприятине тракторист-машинист пулса ĕçлеме вырнаçнă. Çемье вучахне упраканĕ кил-хуçалăхра вăй хурать. Егоровсем виçĕ ачана пурнăç парнеленĕ, тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшаççĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла: 2022 çулта Раççей Федерацийĕн "Ял территорийĕсен комплекслă аталанăвĕ" патшалăх программипе ялта пурăнакансен çурт-йĕр условине лайăхлатма района 1,2 млн тенкĕ уйăрнă. Çак программăпа усă курса 5 çулта 17 çемье хăтлă çуртсем тунă.
Паяна Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 45 çемье пурăнмалли условине лайăхлатма черетре тăрать.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)