21 января 2022 г.
ÇАК кунсенче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕн Савватийĕн аллинчен Хисеп грамоти илме тивĕçнĕ.
Тинĕс-çар флочĕн ветеранне Улатăрти Иверский Турă Амăшĕн ячĕллĕ храмра ирхи служба вăхăтĕнче чысланă, Чăваш митрополийĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн тав тунă. Юхмапа Пăла тăрăхĕн пултаруллă морякне "Морское братство-союз моряков" пĕрлешỹ членĕсем те саламланă, малашне те ял халăхĕшĕн ырă та сăваплă ĕçсем тума сывлăх суннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)