22 июня 2021 г.
Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Галинăпа Михаил Ульяновсем тăвансемпе çеç мар, тулли çемьепе тĕпел кĕрекине ларма çав тери хавас. Анчах та çак ырă ĕмĕт вĕсемшĕн час-часах пурнăçа кĕреймест. Чун тĕпренчĕкĕсем тăван çĕршывран аякра пулни тунсăхлаттарать. Хăйсен хỹтлĕхĕнче çупăрласа ỹстернĕ икĕ ывăлĕпе хĕрĕ тахçанах пурнăç çулĕ çине тăрса çемье çавăрнă, ача-пăчаллă, çурт-йĕрлĕ... Ывăлĕсем вара иккĕшĕ те Кăнтăр Осетире тĕпленнĕ, çар çыннисем. Ирина хĕрĕ Шупашкарта банкра тăрăшать. Çавăнпа та паян мăшăрăн чылай ашшĕ-амăшĕ пекех ачисен савăнăçне пайланипех çырлахса пурăнма тивет. Çакă вара пуриншĕн те чи пахи.
Пурнăçра чылай чухне хамăр туса çитереймен ĕçсене, тĕрлĕрен сăлтавпа татса парайман ĕмĕт-тĕллеве ачасенче, мăнуксенче курас килет. Галина Александровнăн та шăпи çапларах çаврăнса тухнă. Ача чухнех тухтăр пулма ĕмĕтленнĕскер, ĕмĕр тăршшĕпех шкулта аслă поварта ĕçлеме тивнĕ. Ку профессипе те вăл 30 çул ытла тăрăшса педагогсен коллективĕнче, ял-йышра хисеп çĕнсе илнĕ. Анчах та çамрăк чухне, çемьере ачасем ỹснĕ вăхăтра, темиçе хутчен те хăй сывлăх хуралĕн ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнине ачисене пĕлтернĕ. Андрейпе Степан ывăлĕсем те çакна çамрăклах çамка çине картса хунă, те вĕсен чун туртăмĕ пулнă - паян пиччĕшĕпе шăллĕ иккĕшĕ те медицина енĕпе çар чаçĕсенче службăра тăраççĕ.
Андрей Михайлович Гиппократ тупине Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн йышăннă. Салтак хыççăн та çар тумне хывман, тỹрех 5 çуллăха контрактпа службăна çырăннă. Каярахпа вара Мурманск облаçĕнче 19 çул çар карапĕнче хăйĕн ĕçне малалла тăснă. Мичман хальхи вăхăтра çар чаçĕнче фельдшерта ĕçлет, хăйĕн тивĕçне тỹрĕ чунпа туса пырать. Вăл виçĕ ача ашшĕ.
Йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр, ачаранах пĕр уйрăлми ỹснĕ пĕр тăвансем аслă çула та пĕрешкел суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра Кăнтăр Осетире пиччĕшĕнчен аякра мар çар чаçĕнчи госпитальте службăна тăсакан Степан Михайлович Шупашкарти медицина колледжĕнче специальность илнĕ хыççăн çар тумне тăхăннă. Малтанах çĕршыв умĕнчи Конституци тивĕçне пурнăçланă, кайран вăл та пиччĕшĕ пекех контракт çырнă. Кĕçĕн прапорщик çак çула суйласа илнĕшĕн ỹкĕнмест.
А. ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)