Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăл кунсем тухмĕç пирĕн асăмран»

13 апреля 2021 г.

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тунăранпа 80 çул çитет. Сăр чикки Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав, Улатăр тăрăхĕсемпе иртнĕ, Ульяновск облаçне çитичченех тăсăлнă.

«Вĕсем окоп чавнă», - тесе калама кăна çăмăл. Мĕнлерех йывăр пулнине çакăнта ĕçленисем çеç питĕ лайăх пĕлеççĕ. Пĕве кĕнĕ хĕрсемпе каччăсен, хĕрарăмсемпе тылра юлнă арçынсен алла кĕреçе, лум, киркка тытса шартлама сивĕре окоп чавнă. Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакансем те çак йышра пулнă. Анна Григорьевăна та ку шăпа тивнĕ. Анна Матвеевна кăçал 96 çул тултарать. Вăрçă çулĕсене аса илсен халĕ те куçĕ шывланать. Ытла та тарăн йĕр хăварнă вăл унăн пурнăçĕнче. Улатăр районне окоп чавма илсе кайнă чухне Анна аппа 16 çулта çеç пулнă.

- Ялтан нумайăн кайрăмăр. Манпа пĕрле хамăн йĕкĕреш хăраххи Петя та пычĕ. Кутамккасене пăртак апат чикрĕмĕр, ыттине колхоз илсе килчĕ. Пирĕнпе пĕр çулхи хăш-пĕр хĕр хăйсем вырăнне амăшĕсене янăччĕ. Вĕсене ватă, вăйлă ĕçлеймеççĕ тесе йышăнмарĕç, ачисене чĕнсе илчĕç. Сăр хĕррине çитсен хваттере вырнаçрăмăр. Пĕр пỹртре 4-5 хĕрччĕ. Пирĕн кил хуçисем ватăччĕ, çавăнпа пире вăрмана кайса вутă илсе килме каларĕç. Кăмака хутма та кирлĕ-çке. Апата черетпе пĕçереттĕмĕр те ĕçленĕ çĕре илсе каяттăмăр. Хăшĕ-пĕри апат патне те пырса курманнипе ним тума та пĕлместчĕç, çăкăрĕсем те пашалу пек çеç пулатчĕç. Вĕрентрĕмĕр, - каласа парать Анна Матвеевна.

- Пите тăм илетчĕ, алă шăнса кỹтетчĕ. Тăпра хытă шăннăран кашни сантиметра лумпа пĕтĕм вăйран таккаттăмăр, кĕреçепе ывăтаттăмăр. Метр çурă тарăнăш алтмаллаччĕ. Урара - тăлапа çавăрса çыхнă çăпата. Окоп чавакансене тăхăнмалли паман, йăлтах хамăрăн пулнă. Аттен вăрăм кĕрĕкĕ пурччĕ, мана çавăнтан Микула тете арăмĕ (вăл çĕвĕçчĕ) пиншак çĕлесе пачĕ. Вăл ăшăччĕ, çил те витĕр ямастчĕ. Çăпатасем час-час çĕтĕлетчĕç, вĕсене ялан ылмаштармаллаччĕ. Хушăран киле тумтир улăштарма, апат илкелеме яркалатчĕç.

 Кашни кун норма тултарма 3-5 метр çĕр уйăрса паратчĕç. Пĕр йĕрпе кăна чавмалла марччĕ, шăтăксене унта-кунта тумаллаччĕ. Алсиш хăвăрт йĕпенетчĕ. Кăвайт чĕртсе ун умĕнче тăрса кăштах типĕтеттĕмĕр те каллех ĕçе пикенеттĕмĕр. Сĕм çĕрлечченех тăрăшнă. Никам та пăрахса кайман, пурте нимĕçсем çывхарасран хăраса канмасăр тар тăкнă.

Пĕррехинче хĕрсемпе айккинерех туалета кайрăмăр. Йĕме кантрасемпе çыхнă, резинка пулман ун чухне. Шăнса кайнă алăпа салтаймасăр нумай нушалантăмăр. Часах таврăнайманнипе бригадир эпир тарнă тесе шутланă. Пире тытса хупрĕç. Юрать хамăр ялти арçынсем хута кĕчĕç, хăтарса хăварчĕç.

«Эй, Турăçăм! Хăçан вĕçленĕ ку вăрçă! Пĕтĕм шăм-шак ыратать, хул-çурăм сурать. Ал-ура хытса ларнă, кĕреçе аврине те тытаймастпăр», - теттĕмĕр хăш чухне шăн тăпрана купана аран-аран ывăтнă май. Ăша пĕр татăк çăкăрпа чăмăрла пĕçернĕ çĕр улми, шĕвĕ яшка янипе ăçтан вăй пултăр ĕнтĕ. Шартлама сивĕ ỹт-пĕве çатăрласа илетчĕ, чир-чĕрĕ те çулăхатчĕ - пур пĕрех чăтнă, ĕçленĕ. Епле-ха унсăрăн! Тăшман ури ку тăрăхалла ярса ан пустăр кăна.

Окоп чавса яла таврăнсан вăрман касма илсе кайрĕç. Унта та арçынсемпе тан ĕçленĕ, кунсерен тăватă кубла метр вутă хатĕрлеме тивнĕ. Нормăна тултарма çав тери йывăрччĕ. Ĕçпе пиçĕхсе ỹснĕ хĕрсем ниме пăхмасăр тăрăшнă. Пĕррехинче нормăна ытлашшипех тултарнăшăн пĕр буханка çăкăр пачĕç. Куншăн питĕ савăнтăмăр.

Вăрман касса таврăнсан пире, 12 çамрăка, Анат Тагил хулине ФЗОна ячĕç. Малтан 6 уйăх прессовщицăна вĕрентрĕç, унтан çар заводĕнче тăрăшрăмăр. Фронт валли тĕрлĕ хатĕр тăваттăмăр: самолет, пăшал саппас пайĕсене, телефон кĕпçисене. Питĕ йывăрччĕ. Апат начар çитеретчĕç. Виçĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Мухтанмасăр калатăп: хушнине лайăх пурнăçлаттăм. Çакăншăн мана «стахановец» тетчĕç. Станок çинче кашни кунах пĕчĕк хĕрлĕ ялав тăратчĕ - ку лайăх вăй хунăшăн. Ман хыççăнхи сменăра тăрăшакансем те пăхма килетчĕç, тĕслĕх илетчĕç. Вăрçă хыççăн та киле тỹрех ямарĕç тата икĕ çул заводра тытрĕç.

Халь çак кунсене аса илсен хамран хам тĕлĕнетĕп - епле чăтса ирттернĕ-ши çак йывăрлăхсене? Эпир мĕн тỹснине мăнуксен те, кĕçĕн мăнуксен те, ыттисен те курмалла ан пултăрах, - тесе вĕçлерĕ Анна Матвеевна хăй аса илĕвне.

Нина ПАВЛОВА, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕрентекен

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика