18 сентября 2020 г.
Нăрваш Шăхаль ял историйĕ 1601 çултан пуçланать. Халĕ вырнаçнă яла Вăрмар районĕнчи Шăхалĕнчен пĕр ушкăн куçса килнĕ.
Ял икĕ сăмахран тăрать. Тĕп сăмахĕ - Шăхаль, вăл Чăваш тата Тутар Республикисенче анлă сарăлнă. Хусан ханствинче Шиг Али хан кĕске вăхăт пуç пулнă. Ун ячĕпе çыхăннă ялсем вара хана тỹрреммĕн налук тỹлесе тăнă. Шăхаль - араб чĕлхинчен кĕнĕ. Али обществăри хисеплĕ çын, Шигый - Али ятлă тăваттăмĕш халифăн сектин çынни тенине пĕлтерет. Нăрваш сăмах та икĕ пайран тăрать: нор (нар, нер) - пысăк мар юхан шыв; ваш (вож) - пысăк мар шурлăхлă вырăн, мари чĕлхинчен кĕнĕ.
Ял историне, халăхне хисеплесе эпĕ сăн ỹкерчĕксен куравне йĕркелес терĕм. Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, сăн ỹкерекен аппарата 1848 çулта ăсталанă. Чăвашра çак ĕç XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче кăна анлă сарăла пуçланă. Курава тăратнă сăн ỹкерчĕксем ял историйĕн кĕске тапхăрне çеç кăтартса параççĕ. Çынсен пурнăçĕпе, ĕçкĕ-çикĕ саманчĕпе, колхоз пурнăçĕпе паллашма пулать.
Куравра сăн ỹкерчĕк чĕлхипе пурне те каласа пама çук. Эппин, ĕçе малалла тăсăпăр.
Юрий ИСАЕВ, Нăрваш Шăхаль ялĕн хисеплĕ гражданинĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)