25 августа 2020 г.
ТĔНЧЕ класлă Раççей спорт мастерĕ, В. Соколов ячĕллĕ спорт шкулĕнче вĕреннĕ ентешĕмĕр Наталия Шайманова юлашки çулсенче йывăр атлетика енĕпе çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Акă, нумай пулмасть вăл Грозный хулинче иртнĕ Раççей чемпионатĕнче кĕмĕл тата пăхăр медальсене çĕнсе илнĕ. Ăна пысăк ăмăртăва хатĕрлекенĕ - Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ Геннадий Иванов.
Сăмах май каласан, Наталия Шайманова Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йывăр атлетика уйрăмĕнче ăсталăхне туптанă. Шупашкарти кооператив институчĕн студенткине спорт каçалăкĕнче пĕрремĕш утăмсем тума СССР спорт мастерĕ, «Паттăр» ФСКан тренер-преподавателĕ Александр Давыдов пулăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)