Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш Шăхаль шăпчăкĕ

21 апреля 2020 г.

Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Мария Потапова ачаранах юрлама, ташлама юратнă. Хăй вăхăтĕнче "Труд" колхозăн хорĕнче, каярахпа "Асамат кĕперĕ" ансамбльте юрланă. Халĕ те чăваш юрри-кĕввисĕр пурăнаймасть, хăйĕн пултарулăхĕпе ял-йыша савăнтарать.

Мария Петровна вунă çул ытла ялти пекарньăра вăй хунă, çынсене тутлă, техĕмлĕ çăкăрпа хăналанă. Каярахпа вырăнти вăтам шкулта тирпейлỹçĕре ĕçлеме тытăннă. 30 çул унта тăрăшать. Общество ĕçне те хастар хутшăнать хĕрарăм. Спорт ăмăртăвĕсенчен те юлмасть.

Мăшăрĕпе, Николай Ильичпа, 37 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех пултаруллă, ĕçчен. Мария Петровна ачаранах выльăх-чĕрлĕхе юратнă. Çавна май Вăрнарти ял хуçалăх техникумне вĕренме кĕнĕ. Унта илнĕ пĕлỹ ăна паян та пулăшать. Пахча çимĕç çитĕнтерме те кăмăллать вăл. Çуллахи вăхăтра пахчаран кĕме пĕлмест. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм пирки те каласа хăварар: çывăх вăхăтра вăл хисеплĕ донор кĕнекине алла илĕ.

Шăпчăк сассиллĕ Мария куракана савăнтарать. Тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Вăл - Ираида Вдовина ячĕпе иртекен "Ай, юрлар-и?" республика фестивалĕн лауреачĕ.

Юрă-кĕвĕпе чунне уçать хĕрарăм. "Сцена çине тухсан хуйхă-суйхă сирĕлет, юрлас килет",- тет вăл. Ахальтен мар ваттисем "Юрă, кĕвĕ-çемĕ- чĕре имĕ",- тенĕ.

Çакна никам та хирĕçлеймĕ.

С. ФРОЛОВА, Р. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика