28 мая 2019 г.
Çапла хак пачĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти обществăлла канаш членĕсемпе ял тăрăхĕсен пĕрлехи ĕçне вырăна тухса ирттернĕ ларура.
Район администрацийĕ тата вырăнти муниципалитетсем çумĕнче хисеплĕ те сумлă çынсен йышĕнчен тăракан канаша иртнĕ çул çеç йĕркеленĕ. Çапах та хăй тытăмлăх органĕн ĕçĕнче унăн витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ сисĕнет. Çакна иртнĕ эрнекун, майăн 24-мĕшĕнче, обществăлла канашăн вырăна тухса ирттернĕ ларăвĕнчен те курса ĕненме пулчĕ. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе вырăнсенчи обществăлла канаш председателĕсем хутшăнчĕç, Турхан, Çĕньял, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче муниципаллă, регион шайĕнчи, федераци программисене пурнăçланипе, вырăнти власть органĕпе обществăлла организацисем (вăл шутра обществăлла канаш та) мĕнле килĕштерсе ĕçлесе пынипе, пуçару бюджечĕпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллашрĕç.
Ĕçлĕ çул çỹрев маршручĕ Турханти культура çуртĕнчен пуçланчĕ. Кунти юсав ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн мероприятие хутшăннисем А. Кокелĕн музей-çурчĕн территорине тирпей-илем кĕртнине çитсе курчĕç. Тĕнчипе паллă ỹнерçĕне чыс туса унăн пĕчĕк çĕршывĕнче пысăк ĕç пуçарнă. 2019 çулта çеç музей-çурта реставрацилеме 4 миллион тенкĕлĕх проектпа смета документацине хатĕрленĕ. Ку таранччен вара территорие хăтлăх кỹме 2 миллион тенкĕ кайнă.
Çĕньял ял тăрăхĕн, район мăнаçлăхĕ шутланакан Геннадий Айхи поэтăмăрăн çĕршывĕ те çакнашкал чысах, хисепех тивĕçлĕ темелле. Хальлĕхе кунта унăн ячĕпе тĕрлĕ шайри пысăк проектсене пурнăçа кĕртме пикенниех туйăнмасть пулин те ял тăрăх пуçлăхĕ Мария Мадюкова халăх вăйĕпе унăн чапĕпе сумне май пур таран тытса тăма тăрăшни сисĕнет. Сăмах май каласан, Мария Ильинична çак "лава" кỹлĕнни нумай пулмасть пулин те, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнине, обществăлла канаш членĕсемпе старостăсене, хĕрарăмсен совечĕн хастарĕсене тата ытти обществăлла организацисене пĕр чăмăра пуçтарма пултарни куç кĕрет. Хальхи вăхăтра вĕсем Геннадий Айхи поэтăмăр канлĕх тупнă масар территорине профнастилпа эрешлĕ карта тытнă, кунтах часовня уçма та хатĕрленеççĕ. Ĕç-пуçне пуçару бюджечĕпе йĕркелеççĕ. Кĕлĕ çуртне тума 350 пин тенкĕ кирлĕ, 145-нше халăхран пуçтарнă. "Пирĕн ял тăрăхĕ ĕçлĕ çынсемпе пуян. "Маншăн икĕ айкки те тăвайкки" текенсем сахал. Çавăнпа халăхпа ĕçлеме те çăмăл, кăмăллă", - терĕ пĕтĕмлетỹ пайĕнче Мария Ильинична хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарнă май.
Ку тĕлĕшпе ытти ял тăрăхĕсен Нăрваш Шăхальсенчен те (ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Раськин) хăш-пĕр опыта илмелли пур. Ял администрацийĕ кунта пĕр ыйтăва та хăй тĕллĕн татса памасть. Пурне те обществăлла канашпа, старостăсен ушкăнĕпе, депутатсемпе, халăхпа канашласа пурнăçлаççĕ. Результачĕ - куç умĕнче. Халăх тата "Труд" хуçалăх вăйĕпе тытса тăракан пушар деповĕ те ăнăçлă ĕçлет, инвестицисене вырăнтах хăварас тĕлĕшпе те ĕç кал-кал пырать, пуçару бюджечĕпе коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли платформăсене те Нăрваш Шăхальсем районта чăн малтан хута янă, çак ĕçе кăтартуллă пурнăçласа пыраççĕ тата ытти те.
Районти обществăлла канашăн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвне Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов обществăлла канашăн пĕлтерĕшне çивĕчлетнĕ хыççăн унăн председателĕ Анатолий Самакин кĕскен ку таранччен çак организаци витĕмĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ, малашне те район администрацийĕпе тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртрĕ. Кунтах Шăнкăртам, Тутар Сăкăт, Çĕньял ял тăрăх пуçлăхĕсем - Минсур Валитов, Марат Хакимов, Мария Мадюкова - вырăнсенче обществăлла канашсемпе мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕç.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)