22 февраля 2019 г.
Темиçе çул каялла Удмурт Республикинчи Бураново ялĕнчи карчамассем йĕркелесе янă "Бурановские бабушки" фольклор коллективĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсенчи кинемейсене те вырăнтан тапратрĕ, сцена çине кăларчĕ темелле. Нăрваш Шăхалĕнчи Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В. Бородкин ертсе пыракан "Утмăлтурат" ушкăнти артистсем те темиçе хут кукамай, асанне пулма ĕлкĕрнĕ ĕç ветеранĕсем. Апла пулин те вĕсем хĕллехи вăрăм каçсенче сенкер экран умĕнче çеç вăхăта ирттерсе лармаççĕ, культура çуртĕнче çĕнĕ юрăсем вĕренеççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе çынсене савăнтарма ялсене тухса çỹреççĕ. Шăпах çакă юрă ăстисене хавхалантарать те. Акă, çак кунсенче çеç вĕсем Пăлапуç Нурăс ялĕнче пурăнакансене чăн-чăн уяв туса панă. Куракансем вĕсен юрри-ташшине, пĕрлех "Куккук" театр ушкăнне çỹрекен артистсен пултарулăхне тăвăллăн алă çупса хакланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)