Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ чиркỹ кĕлле кĕнĕ

11 декабря 2018 г.

Кăçалхи декабрĕн 8-мĕшĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи православи тĕнне тытса пыракансемшĕн ырă пулăмпа асра юлĕ. Çак кун Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн Владыки Феодор епископ пил панипе тата ертсе пынипе Нăрваш Шăхалĕнче çветтуй Николай ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ пĕрремĕш хут кĕлле кĕнĕ. Уяв службине Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ, Туçари çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Марков протоиерей, IV округ благочиннăйĕ, Христос çуралнă ячĕллĕ чиркÿ настоятелĕ Николай Чувашов, священниксем хутшăннă.

 Çавăн пекех Нăрваш Шăхальсен савăнăçне пĕрле пайлама Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Светлана Чернова, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Раськин, районти хĕрарăмсен тата пенсионерсен канашĕсен председателĕсем  Алена Горшковăпа Татьяна Полякова, ял тăрăхĕн депутачĕсем,  организаци-учреждени ертÿçисем, ытти прихутсен прихожанĕсем кăмăл тунă.

Николай Раськин храма хăпартас ĕçре ял халăхĕпе кунта çуралса ÿссе тĕнче тăрăх саланнă ентешсен тÿпи çав тери пысăккине палăртса хăварнă. Вĕсем тăрăшнипе 10 çулта чиркÿ çĕкленсе ларнă. Сăваплă ĕçе уйрăмах хастар хутшăннисем уявра Феодор епископ аллинчен Архиери           грамотисене илме тивĕçнĕ.

А. Иванов

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика