30 октября 2018 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи почта уйрăмĕнчен куллен тулли сумккасемпе тухаççĕ почтальонкăсем. Хаçат-журналсăр пуçне шампунь, супăнь, кĕрпе, печени, хĕвелçаврăнăш çăвĕ... таранах чикеççĕ вĕсене. Кама çула май, кама хăйсем ыйтнипе леçсе параççĕ. Пенси-пособи валеçнĕ чухне вакăрах укçа-тенкĕшĕн татăлма та меллĕ. Почтальонкăсем çакнашкал харсăр пулни почта уйрăмĕн умри тĕллевĕсене те пурнăçлама пулăшатех.
- Почта уйрăмĕ вырнаçнă çурт çывăхĕнчех предпринимательсен, райпо системин лавккисем пур пулин те хамăра сĕнекен таварсене сутассипе аванах ĕçлетпĕр. Иртнĕ уйăхри тĕллевсене те 120 процент тултартăмăр,- каласа парать почта уйрăмĕн начальникĕ Н. Капитонова.
Туслă коллектив ĕçлет кунта. Çак ĕçе кỹ- лĕннĕренпе Надежда Владимировнăн вунă çул та иртрĕ. Почтальонкăсенчен чи асли, чи харсăрри - В. Фролова. Валентина Григорьевна çак системăра 33 çул тăрăшать. Маларах Шупашкарта ĕçленĕ. Юлашки 20 çулне вара Нăрваш Шăхаль тата Ясная Поляна урамĕсемпе утать. Апрушнайсем те хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Пенси-пособи илекенсем те пурах кунта. Маларахри çулсенче 8 çухрăма кĕрлĕ-çурлă çанталăкра сахал мар çăрнă. Халĕ икĕ яла асфальтлă çул çыхăнтарать.
Почта уйрăмне 762 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать.
- "Чун апатне" килĕрен çырăнса илсе вулакансем пур тесен те йăнăшмастпăр пулĕ. Районти "Авангард" хаçата 161 çемьене салататпăр,- тет Р. Кириллова почтальонка. Г. Савельева, Л. Анисимова (сăмах май çакна та палăртмалла, маларах чылай çул Лидия Николаевна хăй те почта уйрăмĕнче ĕçленĕ) тата ытти çемьесем пилĕкшер хаçат та çырăнса илеççĕ.
Халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ почтальонкăсем. Килтен тухсах çỹрейменнисене электричествăпа, газпа уйăхсерен укçа тỹлессипе вăхăтра татăлса пыма та пулăшаççĕ. Куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ. Ялăн сарлака та анлă урамĕсемпе куллен утаççĕ. Хальхи вăхăтра пичет продукцине 2019 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче илсе тăмашкăн çырăнтараççĕ. Çăмăллатнă йĕркепе усă кураççĕ. Вунă кунлăх акци ра- йонта тухса тăракан "Авангард" хаçатшăн та пулчĕ.
- Почтальонка ялти кашни çыншăн кĕтнĕскер пултăр тесе сахал мар тăрăшатпăр. Хăш-чухне сутлăх таварсем те ытти суту-илỹ лавккисенчисенчен йỹнерех килеççĕ. Вĕсене ытларах туянакансене сĕнетпĕр. Хул урлă çакăнакан почтальока сумкки нихăçан та çăмăл пулман. Пире халăхпа çывăхланма çакă та пулăшатех,- тет Г. Андреева.
Ĕçе пĕр тикĕс илсе пыма почта уйрăмĕ ял тăрăхĕн администрацийĕпе, хуçалăх кантурĕпе пĕр çуртра вырнаçни те меллĕ. Вĕсене ĕçпе килекенсем те почта уйрăмне кĕрсе тухаççĕ. Çырăнтарупа та интересленеççĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)