23 октября 2018 г.
КĔРКУННЕ тасатмалли, кил-çуртра, пахчара, çавăн пекех ытти çĕртре тирпейлемелли чылай. Пурте пĕрле кар тăрса субботника тухсан хамăр пурăнакан тавралăх та илемленет. Ыхра Çырми ял тăрăх администрацийĕпе Ыхра Çырминчи вăтам шкулта ĕçлекенсем çапла тунă та. Вĕсем туслăн пухăнса Чăваш Ишекĕнчи Çветтуй Пантелеймон ячĕллĕ таса çăл куç территоринчи çỹп-çапа пухнă, типнĕ курăка çулнă.
Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Святитель ячĕллĕ чиркỹ тата Кивĕ Катекри Турă Амăшĕн Хусан иконĕ ячĕллĕ часовня таврашĕсенче те çак ялсенче пурăнакансем чылай ĕç пурнăçланă. Строительство материалĕсене тирпейленĕ, сапаланса выртакан ăпăр-тапăра пухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)