05 октября 2018 г.
Районта иртекен кирек хăш спорт ăмăртăвĕнче те курма пулать А. Афанасьева. Пĕринче вăл тренерсене хушусем парать, тепринче судьясене ĕç вырăнне кăтартать, виççĕмĕшĕнче ăмăртăва хутшăнакан командăсене тепĕр хут тупăшу йĕркипе паллаштарать тата ытти те. Педагогикăри ĕç стажĕ 32 çула çитнĕ Анатолий Семеновичăн. Вĕсенчен шăпах çуррине "Паттăр" спорт комплексĕн ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕн çумĕнче тăрăшать. Çак хушăра спортпа туслă районти миçе ача çирĕп ыйтма пултаракан, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă, юлташĕсем хушшинче шанăçа тивĕçнĕ, ашшĕ-амăшĕн хисепне çĕнсе илнĕ тренер-преподаватель сĕнĕвĕсене ăша хывнине шутласа та кăлараймăн. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан çитĕнекен ăрупа çывăх вăл. Тепĕр чухне йĕркене пăсакансене те спортпа тачă туслаштарать. Стадионта футбол туппи хăвалаканăн, спортзалта волейболла выляканăн пуçра урăх шухăш явăçманнине ăнлантарать.
Тăрăшуллă ĕçĕн "çимĕçĕ" вара куç умĕнчех. Районти спорт шкул воспитанникĕсем тĕнче, Раççей, республика шайĕнчи, вырăнти ăмăртусенче сахал мар çитĕнỹ тăваççĕ. 2015 çулта кунта Раççей Федерацийĕпе Атăлçи округĕн 10 призерне хатĕрленĕ. Пĕрремĕш разрядлă 4 спортсмен çитĕнтернĕ. Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисене пилĕк çынна явăçтарма пултарнă. Чăваш Республикин пĕрлештернĕ командине 38 çын кĕнипе те савăнмалла.
Республикăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен смотр-конкурсĕсем хушшинче 2016 çулта пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнинче те А. Афанасьевăн тỹпи пурах. Маларахри çулсенче те пирĕн район хастарĕсем малти вырăнсенче пулнă. Армрестлингпа Европăра мала тухассишĕн пынă ăмăртура виççĕмĕш пулнипе хăпартланмаллах. Республика чемпионачĕсенче 120 çын мала тухни кăмăллă мар-и-ха? Пĕрремĕш разрядлă 15 çынна хатĕрлеме пултарни те сумлă. Улттăн спорт мастерĕн кандидатне çитнĕ. Раççей спорт мастерĕ те пур.
2017 çулхи кăтартусем тата та лайăхрах. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Пекинри çуллахи олимп вăййисенче маунтинбайк енĕпе пăхăр медале тивĕçнĕ Ирина Калентьева ячĕпе Нăрваш Шăхалĕнче иртекен Пĕтĕм Раççейри йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕн тĕп судйи пулни те Анатолий Семенович авторитечĕ хăш шая çитме пултарнине уççăн çирĕплетет. Спортăн тĕрлĕ енĕпе район тулашĕнчи ăмăртусене хутшăнакансен пултарулăхне хак пама та шанаççĕ ăна.
Ачасемпе тренировкăсем ирттернĕ чухне теорипе методикăна вырăнлă усă курать А. Афанасьев. Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тухма тĕллевлĕ хатĕрлет.
Спорт шкулĕн кашни уйрăмĕ тухăçлă та тĕллевлĕ ĕçлетĕр тесе сахал мар тăрăшать. Тренер-преподавательсем патне чупма, кĕрешме, алă вăй виçме, волейболла, футболла, теннисла... выляма вĕренме хăнăхас текенсем йышлăн çỹреччĕр тесе хăйĕнчен мĕн килнине йăлтах тăвать. Ĕçтешĕсем ирттерекен занятисене кĕрет, вĕсене тишкерсе кирлĕ сĕнỹсем парать. Ытларахăшне методика пулăшăвĕ парать.
Ĕçне кура чысĕ, теççĕ. А. Афанасьева район администрацийĕн, тĕрлĕ çул республикăри физкультурăпа спорт, çамрăксен политикипе вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Кăçал тепĕр чыс çитрĕ. Анатолий Семеновича "Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ сферин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пачĕç. Çакă çемьене те савăнтарчĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕнчен ырă тĕслĕх илни куç кĕретех.
Пурнăç çулне хăйĕн тăрăшулăхне пула уçса пынă А. Афанасьев. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ пухнă хыççăн Канашри педагогика училищине çул тытнă. Ĕçленĕ хушăра вара аслă пĕлỹ илнĕ.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)