11 сентября 2018 г.
ВĂРМАН - халăх пуянлăхĕ, пысăк мăнаçлăх. Ăна инкек-синкекрен упрасси, вут-кăвартан асăрханасси кашнийĕн тивĕçĕ темелле. Çав вăхăтрах вăрман таврашĕнче экологи субботникĕсем йĕркелени, çул хĕррисене çỹп-çапран тасатни те пĕлтерĕшлĕ. Çакă чăн малтанах пушар тухас хăрушлăха сирнипе çыхăннă. Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн работникĕсем, культура, вулавăш ĕçченĕсем ахальтен мар ĕнтĕ "Берегите лес" акцие хутшăнса Вăрманхĕрри Шăхаль тата Апрушнай ялĕсем хушшинчи çул айккисене, вăрман хĕррисене пĕтĕмпех тасатса тухнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)