Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медале тивĕçнĕ

17 августа 2018 г.

Августăн 7-10-мĕшĕсенче Чăваш Енре велоспорт ăмăртăвĕсем (ỹкерчĕкре) иртрĕç. Республика чемпионатне велосипед енĕпе СССР спорт мастерне, ветерансем хушшинчи Раççей тата тĕнче чемпионне Юрий Амелина халалланă.

Ăмăртусене Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Сĕнтĕрвăрри тата Вăрмар районĕсенчи спорт шкулĕсен, клубĕсен, ытти спорт организацийĕсен спортсменĕсем явăçрĕç. Вĕсем тĕрлĕ ỹсĕм çулĕпе ярăнчĕç. Ушкăнпа 80 çухрăм, уйрăмшарăн 15 çухрăмшар кайрĕç.

Ку хутĕнче те Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕнче малтанхи хăнăхусене илнĕ (халĕ олимп резервĕсен çиччĕмĕш шкулне çỹреççĕ) çамрăксем çитĕнỹсемпе савăнтарчĕç. 15-18 çулхисенчен Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Л. Селиванов çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ, Нăрваш Шăхалĕнчи О. Кузьмина иккĕмĕш вырăна тухрĕ. Оля хăйĕн умĕнче пыраканран 21 секунд çеç кая юлчĕ.

Спортсменсене ỹсĕм çулĕ çине тăма Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев хăнăхтарнă.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика