03 августа 2018 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртĕнче районти культурăпа кану учрежденийĕсенче ĕçлекенсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унта кăçалхи çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене тишкерсе умра тăракан задачăсене палăртрĕç. Канашлăва ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем те хутшăнчĕç.
Малтанах вырăнти культура ĕçченĕсем Н. Анкиловăн "Салтак арăмĕ" спектакль сыпăкĕсене выляса кăтартрĕç.
Фойере ăстаçăсен ĕçĕсемпе паллашма май пулчĕ.
Мероприятие уçнă май, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова культурăра хăйсен ĕçне чунтан парăннă специалистсем ĕçленине, вĕсен тăрăшулăхне пула йăла-йĕрке ламран-лама куçса, çитĕнекен ăру кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕпленсе пыма пултарнине палăртрĕ.
Ташă-юрă ăстисенчен çĕнĕлĕхсем, кирек хăш ỹсĕмри çынна та илĕртекен мероприятисем кĕтнине пĕлтерчĕ.
Централизациленĕ клуб системин директорĕ А. Петрова çур çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе тата умри задачăсене палăртса доклад турĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕн заведующийĕ Е. Смирнова хăйсен ĕçĕпе паллаштарчĕ.
Тикешри культура çурчĕн культорганизаторĕ О. Алексеева çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне мĕнле йĕркелени çинче чарăнса тăчĕ.
Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова семинар-канашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ.
Районти централизациленĕ клуб системи 19 ял тăрăхĕнчи 47 культурăпа кану учрежденине пĕрлештерсе тăрать. Районти культурăпа кану центрне, Хирти Пикшикри, Сăкăтри, Шăнкăртамри, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Кивĕ Ахпỹртри, Кзыл Чишмари культура вучахĕсене модернизациленĕ.
Культурăпа кану учрежденийĕсенче 89ăн ĕçлеççĕ. Вĕсенчен 22 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 29 проценчĕ - ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ.
А. ИВАНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)