24 июля 2018 г.
Нăрваш Шăхалĕнче тĕнчипе чапа тухнă, çак ялта çуралса ỹснĕ, Ирина Калентьева (Ягупова) ячĕпе маунтинбайк-"кросс-кантри" дисциплинипе чылай çул ĕнтĕ ăмăрту иртет. Кăçалхине Раççейĕн 17 регионĕнчи икçĕр ытла спортсмен пуçтарăнчĕ. Спорт хастарĕсем Мускав, Бор, Тюмень, Пятигорск, Ижевск, Иваново, Сестрорецк, Камышин, Екатеринбург, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенчен, Чĕмпĕр, Мускав, Чулхула облаçĕсенчен, Казахстанран, ытти çĕртен те килнĕ.
Инçе çула çывăхлатса çитнисене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, ăмăртăвăн тĕп судйи В. Мулендеев, хушма пĕлỹ паракан "Ачасемпе çамрăксен - "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕ" автономи учрежденийĕн директорĕ А. Краснов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин саламларĕç.
Ăмăрту çỹллĕ шайра иртесси малтанах палăрчĕ. Вĕсене 8 спорт мастерĕ, тĕнче шайĕнчи пĕр мастер, 28 спорт мастерĕн кандидачĕ хутшăнчĕ. Ăмăрту Апăрша урамĕнчи çырма-çатраллă вырăнта иртрĕç. Старта малтанах чи кĕçĕннисем тăчĕç. Чи пултарулли Шупашкарти олимп резервĕсен 7-мĕш училищинче вĕренекен Э. Семенова пулчĕ.
2008 çулсенчи арçын ачасенчен Турханти Т. Осипов пурне те кая хăварчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи А. Ермолаев финиша виççĕмĕш кĕчĕ.
2006-2007 çулсенчи ачасенчен, вĕсенчен кăштах аслăраххисенчен призлă вырăна пирĕн районсем лекеймерĕç. Пьедестал картлашки çине Çĕнĕ Шупашкарти Ш. Тинегина, Мускаври Г. Лир, Георгиевск хулинчи А. Липченская, Тюменри Д. Бакиев хăпарчĕç. 2002-2003 çулсенче çуралнă арçын ачасен тупăшăвĕ тата çивĕч иртрĕ. Вĕсем стартран 25-ĕн тухрĕç. Ижевск хулинчи "Импульс" спорт шкулĕнчи К. Мальковпа К. Капустин малти вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрсенчен вара Шупашкарти А. Тимаковăна çитекенни пулмарĕ.
Аслă çулхисен 5 çаврăм тумалла пулчĕ. Казахстан маçтăрĕ Е. Федоров финиша пĕрремĕш кĕчĕ. Хĕрсенчен Ижевскри А. Миролюбова çĕнтерчĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи О. Кузьмина, кăштах выляса ярса, иккĕмĕш çитрĕ.
Юлашкинчен старта чи аслисем тăчĕç. Мускав хулин спорт мастерĕ А. Стафилов чемпион пулчĕ.
Хĕрсенчен тĕнче чемпионачĕсенче тупăшакан Нăрваш Шăхалĕнчи К. Ильина спорт мастерĕ çĕнтерчĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призлă вырăнсене йышăннисене хаклă парнесем, медальсем тата укçан парса хавхалантарчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)