Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах ачасен хушшинче

24 июля 2018 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи Николай Ивановичпа Галина Петровна Григорьевсем пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Ăрăва малалла тăсакансенчен пĕри- Алексей - Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче преподаватель пулса ĕçлет. Вăл çитĕнекен ăрăва ОБЖпа вĕрентет. Кунта ĕçе çамрăк 2015 çулта кỹлĕннĕ. Маларах И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕреннĕ. Хăй те çамрăк пулни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни ăна ачасемпе часах пĕр чĕлхе тупма май панă.

Алексей Николаевич хăйĕн предметне килĕштерет. Занятисене интереслĕ ирттерме тăрăшать. Темăна вырăнти тĕслĕх- семпе çыхăнтарса уçса пани ачасем патне çăмăллăн çитерме май парать.

Вĕренекенсене уроксем хыççăн та вăхăта усăллă ирттерме явăçтарать. Кашнийĕ интересне кура кружоксене çỹреме пултарать-çке. А. Григорьев вара "Батыр" кружока ертсе пырать. А. Стеклов, Н. Шал- тынов, К. Чемерова, А. Кузнецова тата ыттисем те унта кăмăлтан çỹреççĕ.

Техникумра пĕлỹ пухакансем олимпиадăсене, ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ. Вĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Каччăсемпе хĕрсем "Зарница" тата "Орленок" çарпа патриотла вăйăсенче малти вырăнсене йышăнса республикăри тупăшусене хутшăнаççĕ. Кунти хастарсене те палăртса хăвармаллах. А. Баринов, Дениспа Владислав Козловсем, О. Маркова тата ыттисем те вăйă пиçĕхĕвĕсене ỹстерсех пыраççĕ.

Преподаватель хăй те ачасемшĕн тĕслĕхлĕ. Тĕрлĕ шайри ăмăртусене явăçать. Республикăри професси пĕлĕвĕ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсен ĕçченĕсем хушшинче йĕркеленĕ шывра ишессипе пынă тупăшура çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ.

Яваплăха туйса ĕçлет преподаватель. Ĕç методикине çĕнетсе пыма тăрăшать. Çавăнпа та вĕренекенсен унăн предмечĕ патне интересĕ ỹссех пырать.

Тăрăшулăхне курах А. Григорьев Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулчĕ. Икĕ ача ашшĕ ят-сумне малашне те ỹстерсе пырасса шанас килет.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика