18 июля 2018 г.
Енер Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхальтевелосипед спорчĕн «Маунтинбайк-кросс-кантри»дисциплинипе Пĕтĕм Раççейри ăмăрту уçăлчĕ. Унта арçынсемпе хĕрарăмсем кăна мар, юниорсемпе каччăсем тата хĕрсем старта тухрĕç.
Спортсменсене чи малтанах паллă ентешĕмĕр, тĕнчешайĕнчи велоспортсменка Ирина Калентьева амăшĕ Евдокия Васильевна Ягупова саламларĕ. Маттуррисенчен те маттуррисен хушшинче мала тухмашкăнвелочупуçăсен тĕрлĕ чăрмавлă дистанцире тупăшма, хăйсем мĕне пултарнине кăтартма тиврĕ.
Источник: "Хресчен сасси"