Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнинех йыхăрать тăван кил

10 июля 2018 г.

Çĕр çинче пурăнакан кашни çыннăн шăпи тĕрлĕрен. Пĕри савăнăçне ытларах курать, тепри хуйхи-суйхине çителĕклех тутанать. Хĕрарăм тивĕçне пурнăçланă, анне сăмаха илтнĕ, ачисене тивĕçлипе воспитани панă çын вара хисеплех. Çаксенчен пĕри Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Т. Павлова тесен те йăнăшмастăпах. Тĕлĕнмелле ырă кăмăллă хĕрарăм вăл. Тăххăрмĕш теçеткене утăмларĕ пулин те вашаватлăхне çухатмасть.

Татьяна Кирилловна (хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова) Тикеш ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çемьере 5 ача пулнă вĕсен. Паянхи кун ырă-сывă пурăнаççĕ. Аслă аппăшĕпе икĕ тетĕшĕ тăван ялтах тымар янă. Алексей _ Патăрьелĕнче. Александр Невский ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕнче 40 çул ытла служит тăвать. Вăрăм ĕмĕрлĕ йăх вĕсен. Çавăнпа та уявра сĕтел хушшинчи кĕрекене çывăх тăванĕ сахал мар пухăнчĕ.

Саманине кура 7 класс çеç вĕренме пултарнă Татьяна Кирилловна. Унтан уй-хир бригадин звеньевойĕнче ĕçленĕ.

1960 çулта хăйĕн шăпине Нăрваш Шăхаль каччипе Степан Трофимович Павловпа çыхăнтарнă. 58 çул килĕштерсе пурăнаççĕ. Качча тухсан вара "Труд" колхоза ĕçе çỹренĕ. Пĕр вăхăт мăшăрĕпе грузчикра та вăй хунă. Кайран каллех уй-хир бригадине кайнă. Нумай çул тăрăшуллă ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Хаклă парнесемпе тав çырăвĕсем, Хисеп хучĕсем те чылай унăн.

Ăрăва малалла тăсакан 8 ача çитĕнтернĕ Павловсем. Вĕсенче те ашшĕ-амăшĕ евĕр ыр кăмăллăх палăрать. Пурте тăрăшуллă та ĕçчен. Николай, Степан, Шура хăйсен çемйисемпе тăван ялтах тĕпленнĕ. Федор, Зоя, Володя, Мария республикăри ытти ялсенче пурăнаççĕ. Тĕп кил никĕсне Сергей тытса пырать.

Ашшĕ-амăш çуртĕнче кирек кама та хапăл. Павловсем ирĕк, капмар, хăтлă кирпĕч çуртра пурăнаççĕ. Лăпкăлăх хуçаланать кунта. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Аслашшĕпе асламăшне, кукашшĕпе кукамăшне 15 мăнукпа 8 кĕçĕн мăнук савăнтараççĕ.

Çулне кура мар харсăр Татьяна Кирилловна. Ашшĕ-амăшĕ ăна качча кайнă чухнех вĕлле хурчĕсем панă. Çавăнтанпа утар тытать çемье.

Кирек кам валли те вăхăт тупма пултарать асли. Мăнукĕсен пурнăçĕпе тĕплĕн интересленсех тăрать. Икĕ ывăлĕпе кинĕсем шкулта ĕçлеççĕ. Çавах çитĕнекен ăру патне класс пухăвĕсене çỹреме ỹркенмест Т. Павлова. Вĕренỹ çуртĕнчи краеведени музейĕ валли экспонатсем тупса пачĕ. Çамрăк чухне хăйсем усă курнă авалхи ĕç хатĕрĕсем (пир станĕсем, ытти инструментсем) ачасене кăсăклантараççех. Пир тĕртсе, çăм арласа, чĕнтĕр йĕппипе çыхса мастер-классем ирттерме пултарать Татьяна Кирилловна.

Чăваш халăх юррисене юрлама ăста ватă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырать. Чиркỹ кĕллисене ирттерме пулăшать.

А. ИЛЬИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика