Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату çутатать пурнăçа

10 июля 2018 г.

Районти Мăшăрлану керменĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ ячĕпе сумлă мероприяти ирттерчĕç. Унта чылай çул килĕш- терсе пурăнакан мăшăрсем Патăрьелĕнчи Анастасия Николаевнăпа Геннадий Петрович Задоровсем çемье çавăрнăранпа 55 çул, Сăкăтри Мария Аврамовнăпа Александр Петрович Лаврентьевсем пĕрлешнĕренпе 50 çул, Нăрваш Шăхалĕнчи Светлана Васильевнăпа Николай Алексеевич Исаевсем мăшăрланнăранпа 49 çул çитнине паллă турĕç. Çак ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Раськин, Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан Н. Лаврентьева, Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г. Синеева, районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Н. Никитина, çывăх çыннисемпе тăванĕсем саламларĕç.

Патшалăх çемьесем çирĕп пулччăр тесе сахал мар тăрăшать. 2008 çултанпа килĕшỹпе пурăнакан мăшăрсене "Юратупа шанчăклăхшăн" медальсемпе чыслаççĕ. Черетлĕ мероприятинче шăпах çак чыса виçĕ мăшăр тивĕçрĕ. Çакнашкал медальпе районти 30 çемьене чысланă.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ Н. Емелина кăтартуллă мăшăрсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн саламне çитерчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика