19 июня 2018 г.
Мул пурнăçра пысăк вырăн йышăнать. Çавăнпах пуль ĕнтĕ килте те, урамра та, ĕçре те ун çинчен тăтăшах калаçатпăр та. "Укçа çук е сахал, ним тума та çитмест" текен сăмахсене чылайăшĕ хăнăхнă. Ырă ĕçе укçаллă çынсем çеç тума пултараççĕ текен ĕненỹ те вăй илсе пыни сисĕнет. Çапах та пурнăçра ытти çынсене пулăшас текенсем те сахал мар-ха. Вĕсен ыр кăмăллăхĕ анлăланса пынишĕн чун савăнать. Çакна эпĕ Нăрваш Шăхаль ял тăрăхне кĕрекен Ясная Поляна поселокра пулнă хыççăн тепĕр хут курса ĕнентĕм.
Апрушнай (чăвашла çапла ятлă) пĕчĕк ял, 17 хуçалăхра ватти-вĕтти пĕрле те 31 çын çеç пурăнать. Ытларахăшĕ çулпа çулланса пыракансем, чи асли- Геннадий Шалтынов çывăх вăхăтра 80 çул тултарать. Апрушнайсем хăйсен ялне тирпейлĕ тытаççĕ, пур çĕртре те тасалăх хуçаланать. Пỹрт-çурта газпа хутса ăшăтмаççĕ пулин те (вăл кунта çитеймен-ха) урамра вутă купаланса выртмасть, выльăх-чĕрлĕх те ирĕкре çỹремест. 2008 çулта кунта асфальт сарни яла пĕтме паман. Патăрьелĕнче пурăнакансем те тĕп килсене пăрахмаççĕ. Хăшĕсем çулла кунта хур-кăвакал, чăх-чĕп çитĕнтереççĕ. Иртнĕ çул çак ял хĕрĕ Ульяновскинчен çемйипех куçса килнĕ, кивĕ çурта вĕсем çĕнетме тытăннă та ĕнтĕ. Салтакран таврăннă М.Шалтынов та ялтах тĕпленесшĕн. Кăçал пĕрремĕш хут 4 ача парта хушшине ларни те ял аталаннине палăртать.
Кунти халăх пĕр çемьери пекех пурăнать. Иртнĕ çул ял-йыш хавалĕпе, ыр çынсен пулăшăвĕпе клуб çумĕнче капăр часовня çĕкленĕ. Йывăçран, икĕ хутлă- скер яла илем кỹртсе ларать, халăха хăй патне йыхравлать. Кĕлĕ çуртне хăпартма П. Николаев, Ю. Хмелев, В. Симуков, А.Савель- ева тата ытти ентеш-меценатсем пулăшнă. Кăçал вара апрушнайсем çак меслетпех ял масарĕ тавра профнастилпа хитре карта тытса тухнă. Тимĕртен эрешленĕ пысăк хапха тунă. Хăрнă йывăçсене касса тирпейленĕ. Пырса кĕрсен пăхма кăмăллă. Çак ырă ĕçсем ял старости Григорий Шалтынов тỹрремĕн тăрăшнипе пулса пыраççĕ.
- Испанинче пурăнакан ял хĕрĕ, Антонина Савельева (ялта Таня тетпĕр) иртнĕ çулла тăван тăрăха килнĕччĕ, кĕлĕ çуртне тума пулăшнăскер, хальхинче те масар çинчен сăмах хускатсан ăна тирпейлеме укçа-тенкĕ енчен хăй те пулăшассине каларĕ. Çимĕк уявне халăх йышлă пуçтарăнать-çке, вăтăр-хĕрĕх çул курман çынна та тĕл пулма пулать масар хапхи умĕнче. Çакна шута илсе кунсерен тăрăшса ĕçлерĕмĕр, вилнĕ тăванăмăрсен хĕреслĕ ялĕнчи тирпейсĕрлĕх чĕррисен кăмăлĕсене ан хуçтăр терĕмĕр. Укçапа пулăшайманнисем те икĕ алă вăйĕпе пулăшрĕç.
Çимĕке килнĕ ентешсене те килĕшнĕ çак пархатарлă ĕç. Акă кăçал август уйăхĕнче ялăн 90 çулне паллă тăвасшăн. Ку та пысăк мероприяти, аякри ентешсене те йыхравласшăн. Вĕсене чыслăн кĕтсе илсе ăсатса яма та пĕлмелле. Ялта Федоровсен, Хмелевсен, Симуковсен, Шалтыновсен, Софроновсен çемйисем питĕ хастар. Çакăн пек çынсем ытларах пулсан пурнăç та чылай илемлĕрех пулĕччĕ, - терĕ Григорий Андреевич.
Н. МАЗЯКОВА
Хаклав
В. СУЯРГИН, Апрушнайĕнче çуралса ỹснĕ, Патăрьелĕнче пурăнать:
- Çакăн пек ырă ĕç тăвакансене мухтамасăр чун чăтмасть. Патшалăхран пĕр пус та укçа ыйтмасăр, яла çĕнетессишĕн тăрăшаççĕ. Çĕршывăн кирек хăш кĕтессинче пурăнакан ентешсем тăван яла манманни пархатарлă, савăнтарать. Ял халăхĕнчен пирĕн çемье те айккинче юлмасть, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Тăван ял çĕнелсе пынишĕн чунтан хĕпĕртетпĕр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)