11 мая 2018 г.
Çĕр пиçсе пынă май, уйрăм çынсем, фермерсем тĕрлĕ культурăна акса-лартса хăварма васкаççĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи пĕр фермер та çак кунсенче ирпе-ирех уя тухнă. Çĕр хуçи пĕр анана урпа, теприне люцерна никĕсе хывса хăварма тесе вăрлăхĕсене хир тăваткалĕсенче пĕр ассăрах уйăрса çỹренĕ. Анчах та фермер хирте унта-кунта пăрăннă вăхăтра пĕр михĕ курăк вăрри сасартăк йĕп пек пач куçран çухалнă иккен. Калăн, вырăнтах çĕр çăтнă. Хуçа аптăраса ỹк- мен: çийĕнчех районти йĕрке хуралне шăнкăравланă. Полици оперушкăнĕ те темиçе минутранах хире çитнĕ, йĕр тăрăх ỹксе "ураланнă" люцерна вăрлăхне тупса пама пулăшнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)