30 марта 2018 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта нумай çул ĕçленĕ В. Аксаков учитель-ветерана асра тытса шашка фестивалĕ иртрĕ. Вăл кăçалхипе улттăмĕш хут пулчĕ. Спортăн çак вăййине юратакансем чăнласах шашкăлла выляс вăрттăнлăха ỹстерсех пыраççĕ. Çакăнта класс ертỹçисене те мухтамалла.
Ăмăртăва уçма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Рась- кин, В. Аксаков ачисем, ĕçпе спорт ветеранĕ В. Бородкин хутшăнчĕç. Вĕсем Владимир Ильич шашка-шахмат вăййине юратнине аса илчĕç.
Малтанах 1-4 классенче вĕренекенсем сĕтел хушшине ларчĕç. Е. Юрмина, Е. Алексеева, А. Михайлова, Е. Юрмин, М. Алексеев, Г. Никитин çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
5-8 классене çỹрекенсен ăсталăхĕ палăрмаллах пысăк. О. Кириллова, Т. Павлова, Л. Ефимова, А. Васильев, Н. Лаврентьев, С. Лаврентьев мала тухрĕç.
Аслă классене çỹрекенсенчен Н. Николаева, А. Михайлова, С. Мулендеева, В. Ле- вин, А. Васильев, Н. Петров çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç.
Турнира В. Аксаковпа пĕрле ĕçленĕ учительсемпе ял-йыш та хутшăнчĕ. Т. Михайловапа Н. Матвеев пĕрремĕш вырăна тухрĕç.
Çĕнтерỹçĕсене ятарлă кубоксемпе, медальсемпе, грамотăсемпе чысларĕç.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)