Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Шăхаль çăлтăрĕ"

23 марта 2018 г.

Çакăн пек ятпа иртрĕ кăçалхи "Сарпи вулавĕсем" сăвă конкурсĕ. Ăна районти "Çăкăр" музей ĕçченĕсемпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем йĕркеленĕ. Конкурса 18 шкултан 125 ача хутшăнчĕ.

Поэзи уявне Шупашкартан Раиса Сарпи, Альбина Юрату сăвăç-ентешсем тата Валентина Волкова юрăç килчĕç. Жюри членĕсене шкул ачисен хушшинче сăвва илемлĕ вулама пултаракан, ăна чун-чĕрепе туйса итлекен патне çитерме пĕлекенсем чылайăн пулни савăнтарчĕ. Раиса Васильевна кашнинех хăйĕн кĕнекине парса хавхалантарчĕ, ачасене тăван чĕлхене юратма, хамăрăн йăла-йĕркесене сыхласа упрама сĕнчĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова Раиса Сарпи поэтессăна район администрацийĕн Тав хучĕпе чысларĕ, ачасене тăван чĕлхепе литературине хисеплеме вĕрентнĕшĕн ырларĕ.

Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Регина Селиванова (1 класс), Юлия Путякова (2 класс), Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти Александра Захарова (2 класс), Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнчи Ева Агашева (2 класс), Хирти Пикшикри вăтам шкулти Аделина Селиванова (3 класс), Аслă Чемен вăтам шкулĕнчи Ангелина Макарова (3 класс), Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти Дарья Титова (3 класс), Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Софья Сироткина (3 класс), Сăкăтри Валерия Селиванова (4 класс), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Анастасия Краснова (5 класс), Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти Диана Каргина (6 класс), Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти Карина Кошкина (7 класс), Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти Татьяна Тарасова (8 класс), Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулти Алексей Торговцев (9 класс), Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулти Анжела Суркова (9 класс), Туçари вăтам шкулти Валерия Николаева (10 класс), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Анастасия Михайлова (10 класс) конкурсра пĕрремĕш вырăнсем йышăнчĕç.

Н. МАЗЯКОВА, жюри членĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика