Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах халăх хушшинче

23 марта 2018 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи культура çурчĕн сцени çинче черетлĕ мероприяти пырать. Пĕр номер тепринпе улшăнать. Куракансем конкурса хутшăнакансене ăшшăн алă çупса хавхалантараççĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕсем вара уяв каçĕ йĕркеллĕ ирттĕр тесе тăрăшаççĕ.

Ку хутĕнче çеç çавнашкал мар вĕсем. Пĕр-пĕр кану каçĕ йĕркелеме мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ. Пĕрне калаçтармалла, теприне... Виççĕмĕшĕ сцена çине тухас умĕн кутăнлашма пăхать тата ытти те. Залра куракан вырăнĕнче киленсе ларма кашнийĕшнех лайăх-çке. Çак шухăшсене уçăмлатрĕ калаçăва пуçласанах Е. Смирнова культура çурчĕн директорĕ.

Кашни мероприяти валли хăйне кура илемлетнĕ сцена кирлĕ. Хăш-пĕр декорацисене хатĕрлеме вара кунта ĕçлекен А. Кузьмина маçтăр.

Вырăнти мероприятисене йĕркеленипе çеç çырлахмаççĕ. Узалуковсен çемйи, акă районта ирттернĕ "Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян" конкурса явăçса "Чи туслă çемье" номинацие тивĕçрĕ.

Смирновсем районти куçăмсăр майпа йĕркеленĕ "Çулталăк çемйи" конкурса явăçнăччĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла, пĕлтĕр вĕсем республикăри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне пĕтĕмлетекен мероприятие хутшăнчĕç. Александр Геннадьевичпа Елена Станиславовна тирпейлĕ мăшăр. Пĕрле 11 çул пурăнаççĕ. 3 ача çитĕнтереççĕ. Максимпа Матвей ялти шкулăн тăваттăмĕш тата иккĕмĕш класĕсене çỹреççĕ. Мария вара килтех-ха.

Вăхăта интереслĕ ирттерес текенсем валли мероприятисем, кану каçĕсем пулаççех култура çуртĕнче. Кĕçĕн çулхисем Л. Корнилова хореограф ертсе пыракан ташă ушкăнне çỹреççĕ. Вырсарникунсенче вара юрлама кăмăллакансем репетицисене пуçтарăнаççĕ. Çулталăк тăршшĕпе асли те, çамрăкки те сцена çине тухма пултаратех.

- Ял чысне С. Фролова, В. Бородкин ертсе пыракан фольклор ушкăнĕсем самаях çĕкленĕччĕ. Вĕсене çỹрекенсен çулĕсем те шултăраланса пыраççĕ. Ку енĕпе те ĕçлемелĕх пур пирĕн. Халăх умне çĕнĕ юрăпа, ташăпа тухас тесен тумĕ те илĕртỹллĕ кирлĕ.

Культура çуртĕнчи хăтлăхпа çеç халăха кану çуртне уттараймастăн, - тет Елена Станиславовна ертỹçĕ. Культура ĕçченĕсем - халăх хушшинчи çынсем. Раççейре, Чăваш Енре мĕне те пулин палăртса ирттерекен кирек хăш çула та асра юлмалла йĕркелеме тăрăшмалла вĕсен. Мероприятисене вара ачисене те, ашшĕ- амăшне те хутшăнтараççех. Апла пулсан культурăран никам та пăрăнмасть.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика