21 марта 2018 г.
Илемлĕ çак савăт-сапана мĕнрен тунă тетĕр? «Хăваран», — тейĕ хăшĕ-пĕри. Çук, хутран. Ăна ăсталаканĕ вара - Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче пурăнакан Галина Волкова.
Галина Владимировна ку ĕçпе çулталăк ытла çеç аппаланать-ха, çапах вăл ăна алла илнĕ. Кÿршĕре пурăнакан Анжела Емельяновăран хăнăхнă. «Кăсăклансах вĕрентĕм, халĕ алăран ярас та килмест. Шкул ачисене те вĕрентес килет», — терĕ вăл. Çавна май Галина Владимировна иртнĕ çул вырăнти вăтам шкулта кружок йĕркеленĕ. Ăсталăха вĕренме ун патне ял çынни те çÿрет.
«Кивĕ журналсене пăрахмастăп, — малалла тăсăлать калаçу. - Шăпах вĕсенчен çакнашкал хитре савăт-сапа, сĕтел-пукан çыхма пулать». Хăй çавăнтах ĕç йĕркипе паллаштарма васкарĕ: тĕрлĕ тĕслĕ журнал листине 4-5 пая касрĕ те пански йĕппипе усă курса пĕтĕрме тытăнчĕ. Пĕтĕрнĕ хут çинçе хăва турачĕ евĕр пулса тухрĕ. Карçинкка çыхмалли мелпе савăт-сапа ăсталама тытăнчĕ. Пултаруллă хĕрарăмăн аллинче «хăва» авăнса-явăнса тăрать. «Хăва вăл — йывăç. Хута та йывăçранах хатĕрлеççĕ. Эппин, эпир ăна каялла йывăçа çавăратпăр. Çыхнă хатĕре сăрласа илемлетсен вăл çирĕпленет, ăна йывăç сĕмĕ çапать. Çавна май унран савăт-сапа çеç мар, сĕтел-пукан та тăваççĕ. Чи кирли — тăкаксăр ĕçлени. Ку хатĕрсене тунă чухне питех тăкакланмастăн. Пĕлĕшсем кивĕ журналсем килех илсе килеççĕ».
Халиччен Галина Владимировна ытларах савăт-сапа ăсталанă пулсан, малашне сĕтел-пукан та çыхасшăн. Яланхи пекех ялти, районти куравсене те хутшăнма хатĕр вăл.
Источник: "Хыпар"