20 февраля 2018 г.
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере çеç сухан-севока типĕтес сăлтавпа икĕ пушар тухнă. Пĕри - Туçара, тепри - Нăрваш Шăхалĕнче. Кил хуçисем ăна хăйсем ăсталанă управсенче хĕл каçарнă. Пахча çимĕç нỹрленнĕрен вара тĕрлĕрен кăмакапа вĕртернĕ. Электричествăпа усă курнă чухне мĕн пур правилăна пăхăнманран управсенче (пĕрисем мунчарах типĕтнĕ) пушар тухнă. Юрать-ха, "01" служба сотрудникĕсем вăхăтра çитсе ĕлкĕрнĕ.
Хальхи вăхăтра ялсенче çĕр ĕçченĕсемшĕн хăйне евĕр хĕрỹ тапхăр пырать. Çынсем тĕпсакайсемпе шăтăксенче, управсенче хĕл каçнă пахча çимĕçе суйлаççĕ, тасатаççĕ... Урăхла каласан, тавара сутма хатĕрлеççĕ. Çак сăлтавпа вĕсене типĕтнĕ чухне газ баллонĕсемпе усă куракан та пур-мĕн. Ку вара пушшех пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Тупăш илес вырăнне пысăк тăкак та курма пулать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)