Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçне кура - хисепĕ, сумĕ

06 февраля 2018 г.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче çак хастар та пултаруллă хĕрарăма палламан çын çук та пулĕ. Вăл удмурт чиперкки пулнине те никам та уйăрса илеймĕ: Надежда Леонидовнăшăн чăваш чĕлхи тăван чĕлхе пекех. Ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕнче тăрăшакан Н. Михайлова пирки паян нумай ырă сăмах калама пулать. Ăна ытларах общество пурнăçне хастар хутшăннипе пĕлеççĕ. Вăл ял тăрăхĕнче çеç мар, район шайĕнче иртекен культура, спорт мероприятийĕсенче те тăтăшах хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Анлă тавракурăмлă, ăста специалист вырăнти халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшать. Ялсенче тирпей-илем тытса тăрас, тавралăха капăрлатас, инфраструктурăна аталантарас тĕлĕшпе те пысăк ĕç туса пырать специалист. Тăтăшах нумай ачаллă, усрав ача илнĕ çемьесенче, ветерансем патĕнче пулать, йывăр шăпаллă ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçать. Урăхла каласан, вырăнти власть представителĕ пулнă май, халăх ыйтăвне тивĕçтересси, интересĕсене хỹтĕлесси - унăн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çул ăна "Районти чи лайăх муниципалитет служащийĕ" хисеплĕ ят пачĕç.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика